26 ноября 2016 г.
Вăрмар район депутачĕсен пухăвĕн депутачĕсен 6-мĕш созыври 11-мĕш анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта депутатсемпе пĕрле предприятисемпе учрежденисен, организацисен руководителĕсем, федераллă тата республикăри службăсен, Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, райадминистрацин пайĕсен ĕçченĕсем хутшăнчĕç.
Пухăва район пуçлăхĕ - Вăрмар район депутачĕсен пухăвĕн депутачĕсен председателĕ М.Пуклаков ертсе пычĕ. Кун йĕркинче район ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă, пурне те кăсăклантаракан 7 ыйтăва пăхса тухрĕç.
Ĕç тăвас тесен чи малтанах кĕсьере укçа-тенкĕ пуррипе çуккине шута хараççĕ. Çапла вара пухура та кăçалхи 9 уйăхра районти бюджет укçипе ăçта тата мĕнлерех усă курни çинчен райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ А.Енькова тĕплĕн каласа ăнлантарчĕ. Унсăр пуçне вăл Вăрмар район депутачĕсен пухăвĕн депутачĕсен 2015 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнчи йышăнăвне улшăнусем кĕртесси пирки те чарăнса тăнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, райадминистрацин экономика аталанăвĕпе промышленность, суту-илÿ пайĕн начальникĕ Н.Краснова муниципаллă пĕрлĕхĕн муниципаллă харпăрлăхне районти Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен муниципаллă харпăрлăхĕн муниципаллă куçман пурлăхне куçарасси пирки тухса каларĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Н.Павлов муниципаллă должноçсенче ĕçлекенсене чыслассин йĕркипе паллаштарчĕ. Çавăн пекех районта коррупцине хирĕç ĕçлекен Канашăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каларĕ.
Харпăр хăй пурăнакан вырăн пуриншĕн те чи пахи, çавна кура депутатсем хытă каяша ытти районсенчен пирĕн районти çÿп-çап купи çине килсе пăрахнишĕн кăмăлсăр пулнине пĕлтерчĕç. Çак ыйтăва яваплă çынсем çывăх вăхăтрах татса парасса шанни çинчен пĕлтерчĕç.
Пухура каланисене пĕтĕмлетсе район пуçлăхĕ М.Пуклаков тата район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Н.Павлов тухса калаçрĕç.
Паян пурнăçлакан ĕç пĕтĕмпех малашлăх никĕсне çирĕплетме пулăшнине тĕпе хурса активлă иртрĕ пуху.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.