АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2017 çул — Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ

26 ноября 2016 г.

Çĕршывра çемье ăнăçлă аталанса пытăр тесе  патшалăх енчен пулăшу кÿрекен тĕрлĕрен программăсем ĕçлеççĕ. Ача амăшĕпе  ачалăх институтне те патшалăх енчен  пулăшассине туллин тивĕçтереççĕ. Амăшĕпе ашшĕ çемьешĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине тата общество организацийĕсен пуçарăвне шута илсе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев 2017 çула Амăшĕпе  Ашшĕн çулталăкĕ тума  тесе йышăннă. 

Çак пуçарăва пирĕн районта та ырласа йышăнчĕç. Акă, Мăнçырмари хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Зоя Даниловна Илларионова çапла калать: «Çĕр çинче чи çывăх çын вăл пуриншĕн те амăшĕ тесе шутлатăп. Общество аталанăвĕ чи малтан çемьерен пуçланать. Ача ашшĕ-амăшне курса çитĕнет, çавăнпа та вĕсем ачисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ пулмалла. Çывăх çынсене юратнинченех тĕнчене ырăлăх сарăлать».

х      х      х

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев 2017 çул республикăра Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулассине пĕлтерсе Указа алă пусса çирĕплетнĕ. Ку вăл ытахальтен мар. Чăваш çынни мĕн авалтанах çемье йăли-йĕркисене мала хурса пурăннă, халĕ те çаплах. Эпĕ нумай çул райадминистрацин ЗАГС тытăмĕнче вăй хунă май çакна ырласа йышăнтăм, куншăн хĕпĕртерĕм. Апла Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче çемьери хутшăнусем татах та çирĕпрех пуласса шанатăп. Районта ку енĕпе чылай тĕрлĕ мероприяти иртĕ, çав шутра тин çуралнă пепкесене чаплă лару-тăрура регистраци тăвасси, мăшăрсен юбилейлă датисене чысласси. 

В.ВОЛКОВА, 
ЗАГС пайĕн начальникĕ.

х      х      х

 Н.Петрова, райадминистрацин ертсе пыракан специалисчĕ, икĕ ача амăшĕ: Çĕр çинче çĕнĕ пурнăç парнелекенĕсем шăпах ашшĕпе амăшĕ. Çут тĕнчене килекен ача мĕнлерех пуласси, ăна мĕнле шăпа кĕтни шăпах çак икĕ çыннăн ăс-хакăлĕнчен, тавракурăмĕнчен килет. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев, мăшăрĕпе пĕрле икĕ ача çитĕнтерекенскер, 2017 çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе йышăнни çав тери пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатпăр. Аслă ÿсĕмри икĕ çын хăйсем çитĕнтерекен ачисене еплерех воспитани панинчен нумай килет. Ачасем _ вара пирĕн пуласлăх. Чăваш халăх просветителĕ И.Я.Яковлев хăйĕн халалĕнче çапла каланă: «Çемйĕре лайăх пăхса усрăр: çемье вăл халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ. Çак пурлăха лайăх сыхласа пурăнăр. Килĕштерсе тĕреклĕ тăракан çемьешĕн катаран килекен пурнăç синкерĕсем хăрушă мар». 2017 çул пирĕншĕн, ашшĕ-амăшĕсемшĕн, тухăçлă иртессе шанатпăр.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика