АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнăçлă иртнĕ

23 ноября 2016 г.

Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнче пуçланнă ялхуçалăх çыравĕ августăн 15-мĕшĕнче вĕçленнине хаçатра çырса кăтартнăччĕ. «Çĕршыв тĕрекĕ - ялта пурте çителĕклĕ пулсан» девизпа иртрĕ. Çак вăхăтра ятарлă костюм тăхăннă тата ытти хатĕрсемлĕ çыравçăсем кашни уйрăм хуçалăхсене тата хăйсене шанса панă объектсене çитсе курса вĕсен хуçисемпе калаçса вĕсем мĕн каланинчен çырса пынă. Çыравçăсем пухнă информацисене çыннăн ячĕсемпе хушамачĕсене палăртмасăр, ăçта пурăннине кăтартмасăр хула тата ял тăрăхĕсенче пĕтĕмлетнĕ. Ял тăрăхĕсенче миçе гектар çĕр, мĕн чухлĕ тухăç илнине, миçе пуç выльăх усранине палăртнă. Пирĕн районта çырав йĕркеллĕ иртрĕ. Ялхуçалăхĕнче вăй хуракансем Пĕтĕм Раççейри Ялхуçалăх çыравĕ хыççăн уйрăм хушма хуçалăхсене аталантарассишĕн патшалăх пулăшăвне тата ытларах уйăрма пуçласса шанаççĕ. Çырав вăхăтĕнче кунта вăй хуракансем тĕрлĕрен конкурссем йĕркелесе ирттерчĕç. Акă тĕслĕхрен, сентябрĕн 1-мĕшĕнче шкул ачисем хушшинче «Пĕтĕм Раççейре 2016 çулта иртнĕ ялхуçалăх перепиçĕ çинчен мĕн пĕлетĕр;» ятпа викторина ирттерчĕç. Çавăн пекех пирĕн районти шкул ачисем хамăр республика шайĕнче иртнĕ «Савнă ялăм - тăван ял» конкурса хутшăнса призлă вырăнсене çĕнсе илме пултарчĕç тата ытти çĕре хутшăнса та активлăх кăтартрĕç. Çĕнтерÿçĕсене асăнмалăх сувенирлă парнесем - медальсемпе призсем пачĕç. Ытти тĕрлĕрен конкурссем те ăнăçлă иртрĕç. Пĕтĕмĕшле илсен çырав ăнăçлă иртрĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Е.МИХАЙЛОВА, районта Ялхуcалaх cыравне ирттерме шаннa уполномоченнaй.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика