23 ноября 2016 г.
Энĕшпуç ялĕнчи темиçе ăру çыннисен тахçантанпах ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕ пурнăçланать, ялта пĕр харăс 150 çын вырнаçмалăх культура çуртне хăпартас ĕç малалла пырать.
Паянхи кун тĕлне «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществин ĕçченĕсем панельтен стена монтажне вĕçленĕ ĕнтĕ. Халĕ ăна тул енчен кирпĕчпе хăпартаççĕ, çавăн пекех пулас Культура çурчĕн çивиттине витичченхи ĕçсем пыраççĕ.
Строительство ĕçĕсем «2014-2017 çулсенче тата 2020 çулччен яллă вырăнсене аталантарасси çинчен» Раççей Федерацийĕн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн пулса пыраççĕ. Федераци хыснинчен уйăрнă 8770 пин тенкĕпе туллин усă курнă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Т.ИВАНОВА, Энeшпуc ял тaрaхeн администрацийeн пeрремeш разрядлa специалисчe.