23 ноября 2016 г.
Чăваш Республикинче ноябрĕн 21-25-мĕшĕсенче «Первозданная Россия» ятпа экологи енĕпе кино фестивалĕ пырать. Кинофорум РФ Федераллă Пухăвĕн Федераци Канашĕ тата Вырăс географи обществи, унпа пĕрлех Чăваш Енри культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министерствин патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕ йĕркеленипе иртет.
Кино фестивалĕ Шупашкар хулинче 4 çĕрте - ЧР Наци библиотекинче, патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕнче, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ историпе географи факультетĕнче тата Кÿкеç поселокĕнчи «Бичурин и современность» музейра иртет. Эрнипех кино кăтартакан асăннă площадкăсенче тĕрлĕ картинăсене пăхса киленме пулать. Халĕ унăн программипе кĕскен паллаштарăпăр.
Ноябрĕн 23-мĕшĕнче 13-00 сехетре ЧР Наци библиотекинче, патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕнче тата Кÿкеç поселокĕнчи «Бичурин и современность» музейра «Крылатые рыбаки» документаллă фильм пулать, çак кунах 14-00 сехетре - И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ историпе географи факультетĕнче. Ноябрĕн 24-мĕшĕнче 13-00 сехетре çÿлте асăннă учрежденисенче «Озеро в море» документаллă фильм пулать. Ноябрĕн 25-мĕшĕнче 13-00 сехетре асăннă учрежденисенче «История забытого народа» тата «Заповедный Дагестан» документаллă фильмсен презентацийĕ иртет.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: М.АЛЕКСАНДРОВА, ЧР патшалaх электрон тата кинодокументаци архивeн тeп архивисчe.