АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхсене сирме хатĕр

23 ноября 2016 г.

Районта пурăнакансен умĕнче чи çивĕч ыйтусенчен пĕри яланах çул-йĕр ыйтăвĕ  пулса тăрать. Юлашки вăхăтра  çăмăл автомашинăсем те, халичченхипе танлаштарсан, чылай нумайланчĕç. Çакă вара хăех район халăхĕн пурнăçĕ самаях лайăхланнине пĕлтерет. Автомашинăсен йышĕ ÿсет пулсан çул-йĕре те йĕркеллĕ тытса тăмалла.

Техника çÿрекен çулсем вара питĕ хăвăрт юрăхсăра тухаççĕ. Ку пулăма сивĕ хĕл тăни те, кĕрлĕ-çурлă çанталăк йĕперех пулни те витĕм кÿреççĕ. Тепĕр пысăк фактор вăл ку енĕпе яваплă çынсем хăйсене шаннă ĕçе çиелтен, ячĕшĕн пурнăçланипе те килсе тухаççĕ. Унсăр пуçне пирĕн районти çулсем тахçанах тунăскерсем пулнăран, хальхи йышши йывăр груз турттаракан техникăсен виçине чăтайманни те чăрмав кÿрет.
Тĕрлĕ сăлтавсене пула районти çул-йĕрĕн юсавпа строительство участокĕ ĕçлеме чарăннине кура пирĕн район территорийĕнчи çул-йĕр çинче «Транспортник» /62,965 км/ тулли мар яваплă общество тăрăшса ĕçлет, çав вăхăтрах вĕсем пирĕн район территорине кĕрекен республика шайĕнчи çула та сăнасах тăраççĕ. Вĕсемпе пĕрлех тачă çыхăнса «Инвест-строй» /111,542 км/ тулли мар яваплă общество та вăй хурать. Район территорийĕнче ĕçлеме кашнийĕ икшер техника уйăрнă. Халĕ çанталăк улшăнса тăнă вăхăтра хăйăрпа тăвар хутăшне сапсах тăраççĕ. Кĕскен каласан, вĕсем çул-йĕре тытса тăмалли правилăсене пăхăнса ĕçлесе пыраççĕ. Хĕллехи кунсенче те çул-йĕре юртан тасатас ĕçе вĕсемех пурнăçласа тăрĕç. Район территорийĕнчи ял тăрăхĕсенче кашнийĕн хăйĕн подрядчикĕ. Вĕсем те килĕшÿ тăрăх хăйсене шанса панă ĕçе тивĕçлипе пурнăçласса шансах тăратпăр. 


А.МИХАЙЛОВ, райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ - строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика