АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăх - ÿркенмен ĕççыннисенче

23 ноября 2016 г.

Малашлăх - ÿркенмен ĕççыннисенче

Пирĕн район ытларах  ялхуçалăх отраслĕпе вăй хурать.  Çĕр ĕçĕ çăмăл мар пулин те çамрăксем  ĕçе кÿлĕнсе хăйсем тĕллĕн ĕçлеме тытăнса аталансах пыраççĕ. Вĕсен ĕçĕ те курăмлă.  Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса еплерех ĕçлесе пынипе кăсăкланса район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов та  вĕсен хуçалăхне тăтăшах çитсе курать, тĕрлĕ ыйтусемпе интересленет.

Акă, ку хутĕнче те вăл «Иванов В.А.» хресчен /фермер/ хуçалăхне çитсе курчĕ. В.Иванов «Арабоси» Агрофирма» тулли мар яваплă общество панкрута тухнă хыççăн унта юлнă ферма территорийĕнчи пурлă-çуклă пурлăхран пĕчĕккĕн аталанса пычĕ. Çакна вăл хăйĕн тăрăшулăхĕпе пурнăçлама пултарнă. 2014 çулта çемье фермине йĕркелеме 5 миллион грант çĕнсе илнĕ. Çакăнтан пуçланнă та унăн хĕрÿ ĕçĕ. Чи малтанах ĕне витине йĕркене кĕртнĕ, унтан сĕт сумалли тата ăна сивĕтмелли залсене хута янă. Пуçăннă ĕçе малалла аталантарас тесен хăйĕн кĕсйинчен те укçа-тенкĕ кăларса хума тивнĕ унăн. Мăйракаллă шултра выльăх та туяннă. Ĕнисем пулсан пăрушĕсем те пулĕç, тенĕ пек 100 пуç вырнаçмалăх пăру витине те çĕнĕлле майласа лартнă. Апат хатĕрлемелли тата выльăхсене апат валеçмелли çĕнĕ техника та туяннă. Çапла вара кунсерен ферма аталанса та аталанса пынă. Тин çеç-ха пĕчĕк пăрусем валли ятарласа тĕпрен юсанă витене чаплă лару-тăрура уçрĕç. Унта ферма ĕçченĕсемпе пĕрле Чăваш Республикин Ялхуçалăх министрĕн заместителĕ М.Калмыков, Арапуç ял тăрăх пуçлăхĕ А.Агеев тата ыттисем те хутшăннă.
«Нумайранпа юхăнса ларнă хыççăн витене юсаса тĕпрен çĕнетни пирĕн районти çамрăксем ĕçе тытăнсан малаллах талпăннине пĕлтерет. Выльăха усрасан вĕсене валли условисем туса парса аталантарни пысăк пĕлтерĕшлĕ, çав вăхăтрах ыттисемшĕн ырă тĕслĕх те. Ăнăçу сире, харсăр та пултаруллă çамрăксем», - терĕ Александр Иванович.
Çĕнĕ витесем уçнă çĕре кăна мар, выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма еплерех хатĕрленнипе те кăсăкланаççĕ район администрацийĕнчи яваплă ĕçченсем. «Игнатьев А.Ю.» хресчен /фермер/ хуçалăхĕнчи ĕç-хĕлпе паллашма район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Н.Павлов çитсе курнă. Пĕтĕмĕшле илсен, ку хуçалăхра кăна мар, районти ытти хуçалăхсенче те, выльăх апатне ытлă-çитлĕ хатĕрленине палăртаççĕ ялхуçалăх тата экологи пайĕн специалисчĕсем.
Палăртнă хуçалăхра паянхи куна мăйракаллă шултра выльăх 94 пуç, çав шутран 36-шĕ сăвакан ĕнесем. Выльăх-чĕрлĕхе тулли рационпа тăрантараççĕ. Çавăнпа та вĕсенчен продукци илесси те курăмлă. Малашлăх - ÿркенмен ĕççыннисенче пулни куç умĕнче.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ШИШКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика