12 ноября 2016 г.
.jpg)
«Хĕрлĕ ялав» хаçатăн хисеплĕ вулаканăмăрĕсем, пичет ĕçĕн ветеранĕсемпе обществăлла корреспондентсем, полиграфистсемпе çыхăну ĕçченĕсем! Сире пурне те район хаçачĕ тухма пуçланăранпа 85 çул çитнĕ юбилейпе коллектив ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламлатăп, пурнăçра телей, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп. Район хыпарçипе малашне те туслă çыхăну тытсах тăрасса шанатăп.
«Хĕрлĕ ялав» хаçатăн историйĕ, кун-çулĕ тумхахлă та мухтавлă пулнă. 1931 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче пирвайхи номер «Трактор» ятпа кун çути курнă. Хаçатăн кашни номерĕ район пурнăçĕпе унăн историйĕн пĕр страници тесен те йăнăш пулмĕ. Хаçат тухма пуçланă вăхăтра çĕршывра тата районта колхозсем тăвас юхăм анлă сарăлнă пулнă. Çавăнпа та хаçат содержанийĕ ытларах çав пурнăçа тĕрĕс те уççăн çутатма тăрăшнă, пурнăç çĕнĕлле улшăннине витĕмлĕ фактсемпе кăтартса пама пултарнă. 1938 çулхи апрелĕн 23-мĕшĕнче районта тухса тăракан «Трактор» хаçат ятне улăштарса «Хĕрлĕ ялав» ят параççĕ. Çĕршыв умне кирек хăш вăхăтра тухса тăнă йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма халăха мобилизацилеме пултарнинче унăн тÿпи уйрăмах пысăк. Хальхи вăхăтра та çĕршыва демократи, право никĕсĕ çинче аталанма пулăшас ĕçре те район хыпарçин вырăнĕпе витĕмлĕхĕ пысăк.
«Хĕрлĕ ялав» хаçатăн вăрăм кун-çулĕнче тĕрлĕ коллектив ĕçленĕ. Вĕсем вара пур яваплăха туйса хăйсен ĕçне пысăк пахалăхпа пурнăçласа пынă. Паянхи коллектив та вĕсен ырă йăли-йĕркисене тытса пырса малалла ăнтăлма тăрăшать.
Район хаçачĕн тĕп редакторĕсем: К.Горохов, Е.Филиппов, А.Михайлов, И.Степанов, В.Туртушов, В.Алентей, Е.Поликарпова, Г.Матвеев, Н.Николаев, И.Волков, Ф.Ларионов, В.Андреев, Н.Васильев, П.Алексеев ертсе пынă коллективсен ĕçĕ-хĕлĕ паянхи коллектившăн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Ĕç ăнăçлăхĕ - кадрсенче. Хаçатра ĕçлекенсем пурте пысăк опытлă, анлă тавракурăмлă журналистсем, вĕсем хăйсен тивĕçне ăнланса, тăрăшса пурнăçлаççĕ. Хаçат редакцийĕнче чылай çулранпа ялхуçалăхĕпе социаллă политика пайĕн редакторĕ пулса вăй хуракан А.Николаева çамрăксене хаçат ĕç-хĕлне алла илме пулăшать. Э.Михайлова корреспондентпа И.Антонова пай редакторĕн те малашлăхĕ пысăк. Компьютер пайĕн редакторĕ И.Артюкова, А.Любимова тĕп бухгалтер, материалсене наборлакан Л.Федотова та пысăк ăсталăхпа тăрăшаççĕ. Коллектив ÿсĕмĕ обществăлла корреспондентсенчен те нумай килет. Уйрăмах В.Цыфаркин, Л.Цыфаркина /Чупай/, С.Корнилова /Кĕлкеш/, И.Криков /Энĕшпуç/, Н.Иванов /Вăрмар поселокĕ/, З.Илларионова /Мăнçырма ялĕ/, Р.Теплова /Патти ялĕ/, З.Григорьева, А.Вишневский /Энтрияль ялĕ/ тата ыттисем те хаçатăн содержанине пуянрах тăвассишĕн тăрăшаççĕ.
Хаçатра ĕçлекенсен тĕп тĕллевĕ - вулакан патне тĕрĕс те объективлă информаци çитересси, кашни номерне интереслĕ те пуян содержаниллĕ тăвасси, хаçатăн сăн-сăпатне лайăхлатса пырасси. Çак ĕçсене пурнăçлама пирĕн коллективăн ĕç опычĕ те, пултарулăхĕ те çителĕклĕ.
«Хĕрлĕ ялав» хаçата çырăнтарас, унпа вырăнти халăха тивĕçтерес ĕçре «Раççей почти» федераллă патшалăх унитари предприятийĕн республикăри почта çыхăнăвĕн Управленийĕн Вăрмарти почтамчĕ тăрăшса вăй хунине палăртмалла. Çак туслă çыхăну малашне те çирĕпрех пуласса шанатăп.
Район хаçачĕпе предприятисемпе организацисем, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем, уйрăм çын предпринимательсем те туслă çыхăну тытаççĕ. Вăрмар райповĕ, «Вăрмарти механика завочĕ» акционерсен уçă обществи, «Светлана», «Вăрмарти çĕвĕ фабрики «ОВАС» тулли мар яваплă обществăсем, «Урмарытеплосеть» муниципалитетăн унитарлă предприятийĕ, «Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмарти станци» бюджет учрежденийĕ, Вăрмаргаз участокĕ, Г.Ямуков, Н.Иванов, В.Иванов, В.Ванюков, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем, «Вăтам Энĕш» /пуçлăхĕ П.Крылов/ тулли мар яваплă общество тата ыттисем те «Хĕрлĕ ялав» хаçата хăйсен ĕççыннисене, социаллă хÿтлĕх кирлĕ çынсем валли çырăнса параççĕ. «Вăрмарти тырă йышăнакан предприяти» /пуçлăхĕ В.Александров/, «Мой дом» /пуçлăхĕ В.Енькова/, «Лидер», «Татьяна» суту-илÿ центрĕсем, «Уют» тулли мар яваплă общество, В.Иванов, Э.Павлов, Н.Иванов, Э.Грачев, Е.Молостовкина уйрăм çын предпринимательсем тата ыттисем те кашни çырăнтару кампанийĕнчех спонсорла пулăшу кÿреççĕ. Чăваш халăх поэчĕн П.Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăвă йĕркисемпе пĕтĕмлетсе çапла каласшăн: «Хĕрлĕ ялав пулнă, пур, пулать те!» Юбилей ячĕпе сире, пурне те!
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.ПАВЛОВА, тeп редактор.