19 ноября 2016 г.
Районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче эпĕ 1965 çулхи апрель уйăхĕнче ĕçлеме пуçларăм. Малтанхи пĕр çулталăк корректорта тăрăшрăм, унтан ялхуçалăх пайне литература сотрудникне куçарчĕç. Ултă çул иртсен çырусен пайне ертсе пыма шанчĕç.
Вăхăт иртнĕçемĕн эпĕ хаçат ĕçĕ çав тери яваплă та кăткăс, çав вăхăтрах интереслĕ пулнине туйса пытăм. Журналистăн кирек мĕнле профессиллĕ çын ĕçне те пĕлмелле, ыйтмалла, тĕпчемелле, анлă тавракурăмлă пулмалла, пурнăçпа тан çеç мар, маларах утса пымалла.
Редакци коллективĕ хаçат содержанийĕ халăх кăмăлне тивĕçтертĕр, ăна çырăнса илекенсен йышĕ ÿстĕр, юратса вулаччăр тесе ушкăнпа кар тăрса ĕçленĕ, ĕçялкорсемпе, юнкорсемпе тăтăшах семинарсем, канашлусем, писательсемпе, поэтсемпе тата ытти паллă çынсемпе тĕлпулусем ирттернĕ.
Хаçатра мĕн тĕрлĕ кăна рубрика пулман-ши!
Çырусен пайĕ 4-мĕш страницăна тытса пынă. Кунта чи витĕмли «Йĕплĕ шăпăрпа» рубрика пулнă, нумай ятарлă страницăсем кун çути курнă. Хаçатра пичетленнĕ кашни критикăлла материалсем пирки хуçалăхра, предприятире, организацире çитменлĕхсене пĕтерме мĕнле мерăсем йышăнни çинчен ыйтса çырусем ярассине, вĕсен хуравĕсене хаçат урлă халăха пĕлтерессине те çырусен пайĕ пурнăçланă.
Ĕçялкорсене, юнкорсене семинара е канашлăва редакцие килме чĕнсе 35-45-шер çыру яраттăмăр, кашни уявра открыткăсемпе саламланă.
Хаçат содержанийĕ анлă, интереслĕ, пысăк пĕлтерĕшлĕ пуласси тÿрремĕнех ĕçялкорсен активлăхĕнчен, йышĕнчен нумай килет. Çавăнпах ĕнтĕ хаçат тухма пуçланă малтанхи çулсенчех редакци ĕçченĕсем вĕсемпе тачă çыхăну тытнă. Ку ÿкерчĕк çинче эпир 80 çул каялла «Трактор» хаçат редакторĕ Е.Филиппов Энĕшпуçĕнчи Н.Исаев патне янă çырăва вулатпăр. /Сăмах май каласан Евдоким Филиппович хăй вăхăтĕнче Арапуçĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкулта пире географи предметне вĕрентнĕччĕ. Вăл Канашри педагогика училищине пĕтернĕ. Автор/. Çырура вăл Исаева хаçат сарас ĕçре пулăшма ыйтать.
1937 çулхи мартăн 30-мĕшĕнче янă çырура редактор заместителĕ В.Тимофеев Исаева «Рабоче-крестьянский корреспондент» журналта ĕçялкорсен кружокĕнче усă курма канаш парать.
Тепĕр çырăвĕнче ПСК/Б/П райком секретарĕ М.Григорьев тата Е.Филиппов редактор Исаева райком ирттерекен стена хаçат редакторĕсен пĕр уйăхлăх курсне килме йыхравлаççĕ. Куратпăр: вăл вăхăтра чăваш чĕлхи алфавитĕнче э, ю, я саспаллисем, çемçелĕх палли пулман.
Çапла, хаçатăн малаллахи ĕмĕрĕ, ăнăçлăхĕ пирки редакцире ĕçлекенсем ун чухнех тăрăшни куçкĕрет. Вĕсем хаçат çулне уçса пынă малашлăха старт панă, активистсемпе, ĕçялкорсемпе пĕрле тĕрлĕ майсемпе усă курса вăй хунă.
Вăхăт хăй майĕпе шăвать. Акă, ноябрĕн 15-мĕшĕнче район хаçачĕ тухма пуçлани 85 çул çитсе тăчĕ. Çак хушăра саманине кура тĕрлĕ пулăмсем чăтса ирттерчĕ вăл. Çавах хăйĕн чысне-тĕсне çухатмарĕ, содержанийĕпе пуянланса, вулакансен йышĕ ÿссе пычĕ. 1985-1990 çулсенче хаçат 7 пин ытла тиражпа тухса тăни те пулнă.
Редакцире 1965 çултан пуçласа 1995 çулччен ĕçлерĕм эпĕ. 30 çул хушшинче мĕн чухлĕ заметка, информаци, статья, репортаж, тĕрленчĕк, очерк, калав пичетленисене, паллах, шутласа кăларма вăхăт нумай кирлĕ. Тăватă редактор улшăнчĕç çак вăхăтра. Вĕсем: Ф.Ларионов, Н.Николаев, В.Андреев, Н.Васильев. Пурте хаçат район пурнăçĕн тĕкĕрĕ, халăхшăн чи кирлĕ информаци хатĕрĕ пулнине, пур хыпара та вулакансем патне тивĕçлĕ шайра, вăхăтра çитермеллине ăнланса ĕçленĕ. Килсе тухакан ыйтусене редакци ĕçченĕсемпе канашласа татса панă, кашни эрнере планеркăсем ирттернĕ, плансене сÿтсе явса çирĕплетнĕ.
Ку асаилÿре эпĕ çырусен пайĕн ĕçне кăштах çутатрăм. Ытти пайсенче - парти, ялхуçалăх пайĕнче вăй хуракансем те хăйсене шанса панă тивĕçе, яваплăха туйса пурнăçланă. Вĕсем çырнă материалĕсене район халăхĕ кĕтсе тăнă, юратса вуланă.
Манăн хампа пĕрле тăрăшнă хăш-пĕр ĕçтешсен ячĕсене аса илес килет. Вĕсем: М.Авксентьев, Г.Чернов, А.Хуруйский, А.Казанов, А.Петров, Т.Кожин, В.Миронов, В.Григорьев, М.Бедняков, А.Статьев, П.Петров, В.Скородумова, А.Николаева, И.Иванов, А.Хованский, В.Афиногенов, А.Павлов, В.Толматов, В.Родзянова тата ыттисем те.
Г.Матвеев ятне те ырăпа асăнмалла. Вăл районти радиоорганизатор пулнă, хаçат валли оперативлă материалсем нумай çыратчĕ.
Н.Иванов поэт-композитор штатра тăман активлă корреспондент редакцире йĕркеленĕ литература пĕрлешĕвне ертсе пынă. Ĕçялкорсене, çамрăк авторсене сăвă çырас ăсталăха вĕрентнĕ.
Пирĕн «Хĕрлĕ ялав» паянхи кун та хальхи пурнăç уттипе тан утас тесе тăрăшать. Коллектива Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ З.Павлова тĕп редактор пулса ертсе пырать. Пултаруллă, вашават, тавçăруллă ертÿçĕ килсе тухакан ыйтусене, пăтăрмахсене вăхăтра кирлĕ пек татса парать. Маларахри çулсенче ĕçленĕ журналистсен опычĕпе усă курать, пурнăçа кĕртсе пырать. Хаçат республикăра ирттерекен конкурссене хутшăнса пĕрре кăна мар малти вырăнсене йышăннă. А.Николаева, Э.Михайлова, И.Антонова корреспондентсем çын чĕри патне çитмелле, ăнланмалла, чĕлхепе тарăн шухăшлă, анлă тавракурăмлă материалсем çыраççĕ. И.Артюкова хаçат версткипе нумайранпа вăй хурать. Л.Федотова 30 çула яхăн пĕр улшăнмасăр ĕçлет. Малтан вăл хаçата ямалли редакци ĕçченĕсем çырнă алçырăвĕсене машинкăпа пичетленĕ. Хаçат страницисенчи материалсем пĕтĕмпех ун витĕр, машинка витĕр тухнă. Мĕн чухлĕ! Халĕ компьютерпа ĕçлет. А.Любимова бухгалтер 27 çул шут-отчет ĕçне пысăк ăсталăхпа, пĕлĕвĕпе йăнăш тумасăр йĕркелесе пырать.
Эпир чухне хаçата типографире пичетленĕ /халĕ вăл çук/. Унта Л.Васильева 30 çул ытла ĕçленĕ. Вăл линотиписткăра тăрăшнă, каярахпа заведующи пулнă, кирлĕ пулсан наборщица, печатница, линотипистка ĕçĕсене пурне те пурнăçлама пултарнă.
Тăван хаçатăмăрта ĕçленĕ çулсене аса илетĕп те мухтанатăп, савăнатăп. Маларах ĕçленĕ тата халь ĕçлекен журналистсене, редакци коллективне, обществăлла корреспондентсене, вулакансене хаçат юбилейĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп. Пурин те чĕрере хастарлăх çулăмĕ хĕмлентĕр, пурнăç таппипе тан утма çирĕп сывлăх пултăр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.БЕЛОВА, ec ветеранe, Раccей Журналисчeсен союзeн членe.