АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа куçа-куçăн калаçни тухăçлă

19 ноября 2016 г.

Халăхпа куçа-куçăн калаçни тухăçлă

Пирĕн районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн тĕп темисем çаксем пулчĕç: «Чăваш Республикин 2017 çулхи тата планпа пăхнă 2018-2019 çулсенчи республика бюджечĕн проекчĕ; уй-хирти ялхуçалăх ĕçĕсене пĕтĕмлетесси; 2016 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнмалли Пĕтĕм Раççейри кун. 

Информушкăн йышĕнче пирĕн района Чăваш Республикин культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Т.Казакова ертсе пынипе «Чăваш Республикинчи ачасемпе çамрăксен библиотекин» директорĕ Т.Григорьева, Чăваш Республикин Патшалăх статистикин Федераллă службин Территорири органĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Егорова килсе çитнĕ. Информаци кунне район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ - организаципе контроль тата кадрсем енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ Н.Павлов уçрĕ. Унтан сăмах Т.Казаковăна пачĕ. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа - республикăри бюджет йĕркеленĕвĕпе - Татьяна Васильевна паллаштарчĕ. 2017 çулта вĕрентÿ аталанăвне 10295,3 млн тенкĕ /çакă бюджет расхучĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕнчен 29,4 процент чухлĕ/, социаллă политикăна - 11306,3 млн тенкĕ /32,2 процент/, физкультурăпа спорта - 699,5 млн тенкĕ /2 процент/, культурăна аталантарма - 593,6 млн тенкĕ /1,7 процент/ уйăрма пăхнă. Çавăн пекех вăл ноябрĕн 18-мĕшĕнче ачасене право енĕпе пулăшу парассин Пĕтĕм Раççейри кунне ирттерессине пĕлтерчĕ, вĕсен ÿсĕм çулĕпе килĕшÿллĕн мĕнле правасем пурри çинчен каласа пачĕ. Кунсăр пуçне информушкăн членĕсем 2016 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнмалли Пĕтĕм Раççейри кунĕ пулассине асăнчĕç. 
Унтан информаци ушкăн членĕсем Вăрмар хула, Арапуç, Пысăк Енккасси, Энтрияль ял тăрăхĕсенче пулса унти халăхпа куçа-куçăн курса калаçрĕç. 
Энтрияль. Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, ЧР культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Т.Казакова Энтрияль ял тăрăхĕнче пулчĕç. Информаци кунĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явнипе пĕрлех вырăнти халăха хĕл кунĕсенче çул-йĕре юртан тасатса тăрас, каçсерен урамсене çутăпа тивĕçтерес, Энтриялĕнче фельдшерпа акушер пунктне тăвас, Уйкас ялĕнче пурăнакансене кунсерен кирлĕ продуктсемпе тивĕçтерес çĕрте куçса çÿрекен суту-илĕве йĕркелес ыйтусене хускатрĕç. 
Арапуçĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ А.Михайлов, «Чăваш Республикинчи ачасемпе çамрăксен библиотекин» директорĕ Т.Григорьева, Раççей МЧС ЧР Тĕп управленийĕн Вăрмар районĕнчи надзорпа профилактика ĕçĕн начальникĕ Д.Григорьев пулчĕç. Чăн малтанах информушкăн членĕсем Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе А.Агеевпа тĕл пулса ялти «Керменкке» ача-пăча садне çитсе килчĕç. Кунта вăй хуракансен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланчĕç. 2016 çулта ăшă паракан системăна тĕпренех улăштарни ача садне хăтлăх кĕртет. Пурте кăмăллă. Унтан ĕçлĕ ушкăн çак ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта пулса кунти педагогсемпе пухăнса калаçрĕ. Тĕрлĕ ыйту хумхантарать вĕсене. Кун йĕркинчи палăртнă ыйтусене сÿтсе явнипе пĕрлех маршрутлă автобуспа ĕçлеме çÿрекенсене çул укçин хакĕ ÿсме пултарни, Арапуçпа Çĕнĕ Кавал ялĕсем хушшинчи кĕпере юсас тĕллевпе ĕçсем пуçлансан автобус ăçтан тата мĕнле çулпа çÿресси, «Вăрмар-Арапуç-Кĕтеснер» вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомобиль çул-йĕрĕ çинче путăк-шăтăксем пурри таксистсем Арапуçне килесшĕн пулманни тата ытти те. Шкулти столовăйне те хальхи стандартпа апат пĕçермелли оборудовани вырнаçтарасси, шалтан юсав ĕçĕсене пурнăçламаллине плана кĕртсе хăварма кирлине асăнчĕç. Пĕр ыйтăва та тимлĕхсĕр хăвармарĕç. 
Пысăк Енккассинче район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ пайĕн начальникĕ Н.Краснова, Чăваш Республикин Патшалăх статистикин Федераллă службин Территорири органĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Егорова пулчĕç. Информушкăн членĕсене Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев кĕтсе илчĕ. Информкун ыйтăвĕсене вĕсем ял тăрăхĕнчи администраци коллективĕсемпе, вăтам шкулти тата пĕтĕмĕшле практикăн врач офисĕн ĕçченĕсемпе сÿтсе яврĕç. 
Вăрмар хула тăрăхĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ - организаципе контроль тата кадрсем енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ Н.Павлов, райадминистрацин ялхуçалăхпа экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев Вăрмарти тырă йышăнакан предприятире пулса унăн директорĕпе В.Александровпа, кунта ĕçлекенсемпе ĕçлĕ калаçу йĕркелерĕç, информкун ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç. Кăçал Вăрмарти тырă йышăнакан предприятие пурĕ 7827 тонна тĕш-тырă турттарса килнĕ. Предприяти территорийĕнче урамранах тырă упранакан складсенче вентилятор кĕрлени илтĕнет. Тырă лайăх упрантăр, пиçĕхсе ан кайтăр тесе ăна сивĕтеççĕ, сывлăш температурине 0 градуса çитереççĕ. Складсенче паянхи куна 7000 тонна тырă упранать. Октябрь уйăхĕнче 800 тоннине тиесе ăсатнă ĕнтĕ. Районти хуçалăхсенчен турттарса килекен тырра ывăçласа алла илсенех хăш хуçалăхран турттарса килнине уйăрса илеççĕ кунти специалистсем. Уйрăмах Тикаш ял тăрăхĕнчи «Передовик» АПК, «Н.А.Иванов» хресчен ?фермер/ хуçалăхĕнчен тиесе килнĕ тырă пахалăхĕпе уйрăлса тăрать. Уйăхсерен 1000-шер тонна тырра тиесе ăсатма палăртнă. Хальхи вăхăтра коллективра 20 çын тăрăшать. Вĕсен кашнин хăйĕн тивĕçĕ. Çăнăх авăртаççĕ, выльăх валли ятарлă хутăшсем, хывăх апачĕ /отруби/ тата ыттине те хатĕрлеççĕ. Предприяти пуçлăхĕ В.Александров паянхи кун таппипе пыма тăрăшакан пултаруллă руководитель мал ĕмĕтлĕ, йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса пур вăйне хурать.
Ĕçлĕ ушкăн çавăн пекех «Вăрмарти çĕвĕ фабрики «ОВАС» тулли мар яваплă обществăн ĕç производствипе те паллашрĕ. Кунта хальхи вăхăтра ачасем валли хĕллехи курткăсем çĕлеççĕ. Коллектив хĕрарăмсенчен тăрать, пурĕ 83 çын тăрăшать. Апла пулин те çĕвĕçсем валли ĕç вырăнĕсем пур-ха. Уйăхсерен хĕрарăмсем ĕçлесе илекен ĕç укçи 23-24 пин тенкĕпе танлашать. Район шайĕнче ача амăшĕсене укçа ĕçлесе илме май паракан предприяти ку.
Кун йĕркинчи ыйтусене пĕтĕмлетнĕ май информушкăн членĕсем халăхпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçнисем тухăçлă иртнине, пăшăрхантаракан пур ыйтусене те тимлĕхсĕр хăварманни çинчен каларĕç. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА, Н.ШИШКИНА, Э.МИХАЙЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика