19 ноября 2016 г.

«Хĕрлĕ ялавăн» юбилейĕ пулассине вулакансене тахçантанпах хаçат урлă пĕлтерсе тăнипе-ши - çак кĕтнĕ кун районти Культурăпа кану çуртĕнче халăх лăк! тулли пуçтарăннă.
Сцена çинчен С.Скворцовăпа Н.Авакова ертсе пыракансен уçă сасси чаплă мероприяти пуçланни çинчен пĕлтерсенех А.Ивановăпа Д.Ильина шкул ачисем хаçатăн уяв номерне залра ларакансене валеçсе пачĕç. Малалла библиотека ĕçченĕ Р.Иванова ятарласа хатĕрленĕ презентаципе пĕрле хаçат историйĕ çинчен кĕскен каласа паллаштарчĕ. Унтан район хаçачĕн тĕп редакторĕ З.Павлова хаçат историйĕпе çыхăннă çынсене ятран каласа уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Хаçатăн тумхахлă та мухтавлă кун-çулĕ пирки чарăнса тăчĕ: «Хаçатăн кашни номерĕ районăн пурнăçĕпе унăн историйĕн пĕр страници. Вăл тухма пуçланă çулсенче çĕршывра тата районта колхозсем тăвас юхăм анлă сарăлнă пулнă. Хаçат вара пурнăçпа тан пырса ун чухнехи хыпарсене халăх умне çитернĕ. 1931 çулхи ноябрĕн 31-мĕшĕнче «Трактор» ятпа кун çути курнăскерĕн никĕсĕ те хурçă пекех çирĕп пулни хаçат историйĕн кашни страницинчех палăрать. 1938 çулхи апрелĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа вара «Хĕрлĕ ялав» ятпа вулакан патне çитет. «Хĕрлĕ ялав» хаçат начаррине те, лайăххине те пичетлесе халăха пĕлтернĕ. Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернинче те хаçатăн тÿпи пурах. Хальхи вăхăтра та хаçат района, республикăна, çĕршыва аталанма пулăшас ĕçре нумай вăй хурать...», - терĕ вăл.
Çуралнă кун хăнасемсĕр пулмасть. Ку хутĕнче те вĕсем чылайăн пулчĕç. Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин представителĕ Е.Нибаева хаçат ĕçченĕсене, ветерансене, обществăлла корреспондентсене министр ячĕпе саламласа çăмăл мар ĕçре ăнăçу сунчĕ.
Ĕçре уйрăмах палăрнисене министрăн Тав хутне парса хавхалантарчĕ. Юбилярсене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов саламланă май çапла каларĕ: «Хаçат вăл - чи вăйлă информаци çăлкуçĕ. «Хĕрлĕ ялав» урлă эпир районта, республикăра, çĕршывра пулса иртекен çĕнĕ хыпарсене, районăн мухтавлă та паллă çыннисем çинчен, ĕç коллективĕсем пирки вуласа пĕлетпĕр тата ытти нумай темăллă статьясемпе паллашатпăр», - терĕ Александр Иванович. Хаçат витĕмĕ пирки вăл ырă сăмахсем каланă хыççăн хальхи вăхăтра кунта вăй хуракансене Хисеп грамотисемпе тата Тав хучĕсемпе чысларĕ.
Район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политики тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов, хаçат ĕçченĕн ветеранĕсем А.Белова, Н.Васильев, А.Хованский, В.Афиногенов, обществăлла корреспондент Т.Дорофеева, Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти çамрăк корреспондентсем, ял тăрăх пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен руководителĕсем, Куславкка, Красноармейски, Элĕк районĕсенчи хаçатсен тĕп редакторĕсем В.Константинов, Н.Козлова, М.Леонтьева саламласа район хаçатне татах та вăрăм кун-çул сунчĕç. Уяв тĕлне шкулсенчи çамрăк çыравçăсем стена хаçачĕсем туса хатĕрлени те хăйнеевĕрлĕ парне пулчĕ.
Уяв программине М.Кузьмина, Э.Захарова, А.Васильева, «Еник» фольклор ушкăнĕ хăйсен илемлĕ юррисемпе пуянлатрĕç, курма килнисен кăмăлĕсене çĕклерĕç. Уяв ăнăçлă иртрĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.