02 ноября 2016 г.

Ялхуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне халалланă уява Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев хутшăннă.
Аграри пайĕнче тăрăшакансене саламланă май, М.Игнатьев çак уява яланах республикăра уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн ирттернине каланă. Ялхуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунĕ регионта ĕçсене пĕтĕмлетме май парать, уйра ĕçсем вĕçленнине çирĕплетет. Регион Пуçлăхĕ М.Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче ялхуçалăх пайĕ пĕр тан ăнăçлă аталанса пынине асăннă.
2006 çултан пуçласа Раççей Президенчĕ агропромышленноç пайне приоритетлă наци проекчĕ тесе йышăнса хăварнă. Тĕнчене апат-çимĕç таварĕпе тивĕçтерес ĕç кирлĕ пек шайра пулса пырать, сахал мар ĕçлени, çĕнтерÿ туни куçкĕретех. Çак пысăк тапхăр хушшинче ялсен сăн-сăпачĕ улшăнчĕ, пурнăç шайĕ те çĕкленчĕ. Малашне те ялхуçалăхне аталантарасси приоритет пулассине каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев. Çакăн пирки Мускавра, октябрĕн 25-мĕшĕнче, РФ регионсене аталантарассипе ĕçлекен Правительство комиссийĕн ларăвĕнче те сÿтсе явнине тепĕр хут аса илсе хăварнă вăл. Палăртса хăваратпăр, РФ Правительство комиссийĕн йышĕнче ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев та. Сăмаха малалла тăснă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ ялхуçалăхне аталантарма май паракан чи пĕлтерĕшлĕ çул-йĕрсем пирки чарăнса тăнă. Чи малтанах хăмла лартса çитĕнтересси, хальлĕхе ăна Раççее ытти çĕршывсенчен 11 пин тонна илсе килеççĕ, сĕт 9 млн тонна патнелле, теплицăсем хута ярасси, хĕвел çаврăнăшне акса çитĕнтересси çине тимлĕх уйăрмаллине асăннă. Апат-çимĕç промышленноçĕпе ялхуçалăх производстви хушшинчи çыхăну вăйланса пырать, ку чухнехи технологисем ĕçе кĕреççĕ, çавна пула туса кăларакан продукци пахалăхĕ ÿсет. Инвестици явăçтарассипе лайăх ĕçлекен муниципалитетсене 100 млн тенкĕлĕх грант куçĕ.
Республика Правительстви халăха пахалăхлă апат-çимĕçпе тивĕçтересси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Кăтарту та çук мар - регионта 100 çултан иртсе пурăнакан ватăсем 98 çын, 85 çултан иртнисем 16700 çын пурăнать. Кăтарту, паллах пурне те хавхалантарать. «Ачасем тата ача амăшĕсене витĕм кÿрекен институтсене аталанма пулăшатпăр. Çитес çул валли республика хыснине 810 млн пăхса хăварнă», - тесе пĕлтернĕ ырă хыпара Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев. Çак кун уйрăмах М.Игнатьев ялхуçалăх пайĕнче ĕçлесе тава тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене ырласа тав сăмахĕсем каланă. Ырми-канми тăрăшулăхшăн, хресчен ĕçне парăннăшăн тата çĕре чунтан юратнăшăн, республикăна аталантарса пырас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн чĕререн тав тунă.
Уявра республика Пуçлăхĕ хисепе тивĕçнисене патшалăх наградисене парса чысланă, «Савнă ялăм, тăван ял», Пĕтĕм тĕнчери ялхуçалăх çыравне халалланă конкурс çĕнтерÿçисене дипломсем парса хавхалантарнă. Агрофирма «Ольдеевская» АХО директорсен канашĕн председателĕ Е.Беликова хăйĕн сăмахĕнче çапла каланă: «Ялхуçалăх ĕçченĕ професси, хăйне евĕр яваплăха туйма хистет. Халăхшăн тăрăшни ырăпах каялла таврăнать. Таса чунпа, ĕçе парăннă çĕр ĕçченĕсене тайма пуç», - тенĕ. Патшалăх кÿрекен пулăшăвăн шайĕ ÿсни бизнеса тытса пыма хавхалантарнине, яла пуçаруллă та çаврăнăçуллă çамрăксем килсе вырнаçнине çирĕплетсе каланă. Аграри пайĕнчи çĕнĕлĕхсемпе тухăçлăн усă курни, производствăна çĕнетни отрасле çамрăксене явăçтарма пулăшнине асăннă. Çак сăмахсене «Авангард» ТМЯО генеральнăй директорĕ Н.Курчаткин та çирĕплетнĕ. «Эпир производствăн тавар калăпăшне ÿстерессишĕн кăна тăрăшмастпăр, çынсен ĕç укçине кирлĕ пек виçепе тытса пырасси çине те пысăк тимлĕх уйăратпăр. Предприятире ĕçлекенсен уйăхсерен шалу укçи вăтамран 25 пин тенкĕпе танлашать. Кăтартăва 30 пине çитерме тĕллев лартнă», - тенĕ. Республикăн аграри тытăмĕн тĕп кăтартăвĕсемпе Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕ С.Артамонов паллаштарнă. Пурĕ кăçал республикăра çĕрсене пусă çаврăнăшне 25000 га кĕртнĕ. Юлашки 15 çул хушшинче пуçласа тырă тухăçне çав тери пысăк ÿсĕмпе пухса кĕртнĕ. Патшалăх тивĕçтерекен пулăшусемпе ялхуçалăхра ĕçлекенсене туллин усă курма чĕнсе каланă министр. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче тĕрлĕ курав ĕçленĕ. Çак чаплă куна пирĕн районти ялхуçалăх ĕçченĕсен пĕр ушкăнĕ те хутшăннă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: ЧР ПА пресс-служби.