АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тумхахлă та мухтавлă çулпа»

02 ноября 2016 г.

«Тумхахлă та мухтавлă çулпа»

Вениамин Иванович Туртушов. Чăваш АССРĕнчи Кавал ялĕнче 1912 çулхи октябрĕн 12-мĕшĕнче çуралнă. Шупашкарти педагогика техникумне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Канаш районĕнче, Кавалта, Пинерте учительте ĕçленĕ. Çав хушăрах вăл пултаруллă прозаик, сăвăç, публицист пулнă. Унăн заметкисем, статйисем, фельетонĕсем, сăввисемпе поэмисем, калавĕсем «Трактор» тата «Хĕрлĕ ялав» хаçатсенче кун çути курнă. Шÿтлĕ произведенийĕсем вăрăсемпе ĕçкĕçсене тата ытти йăх-яхсене хĕртнĕ пăшатанпа мăкăрлантарнă пекех питленĕ. Ял халăхĕ хушшинче вăл агитаци ĕçĕсем туса пынă. 

1939 çулта В.Туртушова Хĕрлĕ Çара илнĕ. Финлянди вăрçине хутшăннă. 1941 çулхи март уйăхĕнче «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче ĕçлеме пуçлать. Кунта вăл хăйĕн творчествăлла пултарулăхне ÿстерес тĕлĕшпе нумай ĕçлет. Пурнăçа лайăх ăнланнине палăртать, тавракурăмне ÿстерет. Фашистла Германи пĕр систермесĕрех пирĕн çине вăрă-хурахла вăрçăпа тапăннă текен хыпар унăн чĕрине çĕçĕпе чикнĕ евĕрех пырса тивет. Фашистсене курайманлăх ÿсет. Вăрçă пуçлансан тăватă кунтанах район хаçатĕнче унăн «Кĕç фашизм йăлт тĕп пулĕ» сăвви пичетленсе тухать. Поэт вăрçă хирĕнче çынсем хăйсен ĕмĕрне вăхăтсăр татнине, пĕчĕк ачасем ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнине, хуласемпе ялсем кĕл айне пулнине хăй куçĕпе курать. Фронтра тăшмана хирĕç хăюллăн çапăçать. Каппайчăксене хирĕç юлашки юн тумламĕ юлмиччен çапăçма тупа тăвать. Вениамин Туртушăн Аслă Отечественнăй вăрçă хирĕнчен ярса панă сăввисем район хаçачĕн содержанине пуянлатнă, халăхра тăшмана курайманлăха ÿстернĕ. Уйрăмах «Тăван çĕршыва», «Совет танкисчĕсен юрри», «Политрук» /1941 çул/ сăвăсем, «Паттăр хĕр», «Пулеметчик», «Разведчик» поэмăсем тата ытти чылай калавсем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене вуласан пирĕн умма вăрçă хирĕнчи паттăр салтаксен сăнарĕсемпе совет халăхĕн тылри хастарлăхĕ тухса тăрать. Пултаруллă воин, сăвăç, прозаик Тăван çĕршывшăн, халăх телейĕшĕн паттăррăн çапăçнă, Псков, Мускав хулисене хÿтĕленĕ. 1941 çулта Крымри çапăçусенче тăшман пульли унăн çамрăк ĕмĕрне вăхăтсăр татать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика