02 ноября 2016 г.

Кĕркунне - çулталăкри чи пуян тата хитре вăхăт. Эпир, Кĕтеснерти «Солнышко» ача-пăча сачĕн воспитателĕсем, ачасене кĕркуннен уйрăмлăхĕсене сăнассине кулленех йĕркелетпĕр, ачасене унăн илемне тата пуянлăхне асăрхама хăнăхтаратпăр. Илемлĕ ÿнер тата конструкци ĕç-хĕлне хутшăнас туртăма куллен ÿстерсе пыма, ачасен ашшĕ-амăшĕсен те ырă тĕслĕх кăтартмалла, пĕрле ĕçлеме явăçтармалла. Çавна май Кĕтеснерти «Солнышко» ача-пăча сачĕн воспитателĕсем ачасен çемйисемпе килĕшÿллĕ çыхăну тытса «Кĕрхи пахча-çимĕçрен тунă тĕлĕнтермĕшсем» конкурс-выставка йĕркелерĕмĕр. Ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ачисемпе пахча-çимĕçрен тĕрлĕ йышши тĕлĕнтермĕшсем шухăшласа хатĕрлерĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: О.САМОХВАЛОВА.