02 ноября 2016 г.
Çак кунсенче Кивĕ Вăрмарти Культура çуртĕнче ялта çуралса ÿснĕ, Вăрмарти ÿнер шкулĕнче ÿкерÿ ăсталăхне туптанă Андриян Васильевич Данилов çырнă картинăсен куравĕ ĕçлет.
Унта пултаруллă ÿнерçĕ хăйĕн натюрморчĕсемпе пейзажа сăнлакан ĕçĕсене тăратнă. Фиалка, Роза, Декабристка чечексем куç умне чăн чĕррĕн тухса тăраççĕ. «Кивĕ Вăрмар чиркĕвĕ», «Ара юханшывĕ», «Кĕтне» «Кавал», «Çĕнкас», «Уйкас», «Шурлăх» пейзажсем ÿнерçĕ çутçанталăк илемне туллин уçса пама пултарнине кăтартаççĕ. «Кивĕ Вăрмарти Акатуй» картина вара çынсем уява мĕнле кăмăлпа килнине çутă та ăш-пиллĕ сăрăсем урлă ăнланса илме пулăшать.
Илемлĕх туйăмĕ хăçан çуралса ăçтан килет-ха? Çакна А.Даниловăн пултарулăхĕн тупсăмне Ю.Егоров художникăн куравăн хаклав кĕнекинче çырни уçса парать пулĕ: «Андрей Васильевичăн ашшĕ те, Василий Данилович ăста ÿкеретчĕ, 2007 çулхи октябрĕн 29-мĕшĕнче уçăлнă курава унăн чунтан ÿкернĕ виçĕ картинине тăратнăччĕ. Вĕсем чылай нумай пулма пултарнă, анчах та автор хăйĕн ĕçне хаклакан çынна парнеленĕ. Тăван тавралăха юратмалли, унăн тĕрлĕ енлĕ хитрелĕхне сăнласа памалли туйăм - чунра юлнă, вăл ăна хăйĕн ывăлне те туллин парса хăварнă. Вăл çеç те мар - ирĕклĕ вăхăтра хăйĕн ĕçĕсене тăвакан ăстаçă пултарулăхне ÿстерсех пырать, çакă вăл çырнă çĕнĕ картинăсенче палăрать».
Ял çыннисем унăн ĕçĕсене хак пани уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Кивĕ Вăрмар шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентнĕ Г.Прокопьева-Николаева искусствовед мар паллах, анчах унăн сăмахĕсем хамăр ялти ÿнерçĕн пултарулăхне хамăр тăрăхра пурăнакансене сăмахпа уçса параççĕ пулĕ тетĕп: «Ÿкерчĕксене пăхнă май чун ырă-кăмăлпа тулать, хитрелĕхе, илемлĕ тĕнчене художник хăй курма, туйма пултарнине пирĕн пата сăрă урлă çитерет. Хитрелĕхе, илемлĕ тĕнчене курса тăнăçем çын та ырă еннелле улшăнать: чĕре те çĕнĕ вăйпа тапма тытăнать, çунатланть...
Мĕнле пуян чун-чĕреллĕ çын! Ăсталăху пысăк хисепе тивĕçлĕ».
Урăх хушса та калас килмест пек те, анчах ача сăмахĕсем чăннине каланине шута илсе садике çÿрекен шăпăрлансен сăмахĕсене амăшĕсен хаклав кĕнекинчи йĕркесемпе вĕçлесшĕн: «Эпир сире малалла та хăвăр ĕçсемпе тата нумай çынсене тĕлĕнтерме, савăнтарма сунатпăр».
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ.