02 ноября 2016 г.
ятпа иртрĕ Пысăк Енккасси ял тăрăхĕнче çĕр ĕçченĕсене халалланă уяв. Малтанах Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев тата В.Сергеев фермер çĕр ĕçĕпе халĕ вăй хуракансене, ветерансене ăшшăн саламларĕç. Малтанхи вăхăтра «Яниковское» акционерсен уçă обществинче тĕп инженерта ĕçлесе ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята тивĕçнĕ Н.Григорьев пирки те ырă сăмахсем каласа саламларĕç. Хресчен ĕçне мухтаса пурне те тав турĕç. Ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунчĕç. «Сергеев В.М.» хресчен /фермер/ хуçалăх пуçлăхĕ В.Сергеев хăйĕн хуçалăхне тытса тăма пулăшакан çĕр ĕçченĕсене, ял-йыша чĕререн тав турĕ. Хуçалăх йĕркеленнĕренпех кунта вăй хуракансене укçан парса хавхалантарчĕ. Культура çурчĕн фойинче ялта пурăнакансем кил хуçалăхĕсенче туса илнĕ кĕр пуянлăхне выставкăна тăратнă. Ăста алăсем пахча-çимĕçсенчен мĕн тĕрлĕ япаласем ăсталаман-ши? Пĕринчен тепри илемлĕрех хаклама та йывăр. Çĕнтерÿçĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев Тав хучĕсем парса хавхалантарчĕ. Мероприятине «Еник» фольклор халăх ансамблĕ малалла тăсрĕ. Вĕсем хăйсен юррисенче çĕр ĕçченĕсене мухтарĕç, çавăн пекех ялти çак вăхăталла çуралнисене юрăсем парнелерĕç. «Литература плюс театр» ачасен клубне çÿрекенсем «Ĕне сăвакансем» тата «Ылтăн пĕрчĕ çинчен легенда» сценкăсем лартса пачĕç. Уяв савăнăçлă иртрĕ. Ял-йыш та кăмăллăн килĕсене саланчĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.НИКОНОРОВА.