АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕр парнисем - сентресем çинче

02 ноября 2016 г.

Кĕр парнисем - сентресем çинче

Кашни çулах Раççей, республика, район шайĕнче «Кĕр парнисем» курав йĕркелеççĕ. Чăваш Енре туса илнĕ ялхуçалăх продукцийĕсем Мускав таранах çитеççĕ. Унта пурăнакансем вĕсене кăмăлласах туянаççĕ. Çавна май Вăрмарти тĕп пасарта «Кĕр парнисем» ялхуçалăх продукцийĕсене сутассипе ярмăркка йĕркеленĕ. Пасарта çĕрулми, купăста, кишĕр, сухан, килти ĕне выльăхран туса илнĕ сĕт, çу, тăпăрч тата пыл сутмалли ятарлă вырăнсем пур. Вăрмар пасарĕнче вырăнти тавар туса илекенсен продукцине чылай йÿнĕрех хакпа туянма пулать. Продукцин пахалăхĕ те пысăк. Мĕншĕн тесен сутуçăсем хăйсен таварĕсем пахалăхлă пулччăр тесе çуркуннех тăрăшма тытăнаççĕ. Паха вăрлăх акаççĕ, çумкурăкран тасатса тăраççĕ, çителĕклĕ таран шăвараççĕ. Çапла вара кĕр парнисем сентресем çине çитиччен нумай вăй хумалла. Çĕр ĕçченĕ вăйне хĕрхенмест, пур агротехника требованийĕсене те тĕплĕн пурнăçласа пахча çимĕç çитĕнтерсе хамăр продуктсемпе вырăнти халăха экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕçсемпе тивĕçтерет.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.ЯМУКОВА, райадминистрацин экономика аталанaвe, промышленноc тата суту-илy пайeн тeп специалисчe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика