АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çемьери телейлĕ самантсем»

02 ноября 2016 г.

«Çемьери телейлĕ самантсем»

Кашнин килĕнчех чуна уйрăмах çывăх сăн ÿкерчĕксем пур. Вĕсене эпир хамăр патне киле ăшă туйăмпа килекен çывăх çынсене кăтартатпăр. Шăпах çакăн пек сăн ÿкерчĕкпе Вăрмарти Ачасен пултарулăх çурчĕн директорĕн К.Пудрикован çемйи Пĕтĕм Раççейри «Çемьери телейлĕ самантсем» интернет-фотоконкурса хутшăннă. Конкурса РФ вĕрентÿпе наука министерстви тата Ашшĕ-амăшĕсен наци ассоциацийĕ 2016 çулхи сентябрь-октябрь уйăхĕсенче ирттернĕ. Пурĕ 1500 ытла ĕç тăратнă пулнă. 

Октябрĕн 18-мĕшĕнче конкурса тăратнă ĕçсен чи лайăх 12 авторне палăртнă. Вĕсен йышне «Эпир сывă пурнăç йĕркишĕн» номинацире Пудриковсен çемйи те кĕнĕ. Хисеп грамотипе тата хаклă парнесемпе чыслама вĕсене Мускава йыхравланă. 
Октябрĕн 26-мĕшĕнче Мускавра çĕнтерÿçĕсене чысламалли савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Кунта Крым, Тутар Республикисенчен, Пенза, Свердловск, Чулхула, Оренбург, Пермь облаçĕсенчен килнĕ çемьесем хутшăннă. Çакăн пек шайра иртнĕ мероприятире Вăрмар районĕнче пурăнакан çемье хутшăнни савăнтарать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ШИШКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика