02 ноября 2016 г.

Истори наукисен кандидачĕ, Чăваш АССРĕн, РСФСРăн, СССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ Михаил Васильевич Зайцев пурăннă пулсан 95 çул тултаратчĕ.
Вăл 1921 çулхи октябрĕн 24-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Патти ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. 1936 çулта Чупайĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкула вĕренсе пĕтерсен Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Ăна ăнăçлă вĕренсе пĕтерсен çамрăк специалист хамăр районти Тупахри çичĕ çул вĕренмелли шкулта истори тата географи предмечĕсене вĕрентме пуçлать. Кĕркунне,1940 çулта, вăл çак шкултах директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен заместителĕнче вăй хума тытăнать. Часах Михаил Васильевича унăн пултарулăхне, талантне яваплă çынсем те асăрхаса парти ĕçне явăçтараççĕ. 1942 çулхи январь уйăхĕнчен пуçласа 1943 çулхи июньччен вăл районти МТСра политпай начальникĕн помощникĕнче, заместителĕнче вăй хурать, каярахпа Чăваш АССРĕнчи комсомол енĕпе Наркоматри политсектор начальникĕн помощникĕ пулса ĕçлеме тÿр килет çамрăкăн.
1943 çулта вăл Совет Çар ретне тăрать. Унтан ăна парти енĕпе ĕçлеме тесе часах каялла чĕнсе илеççĕ. Çав çулах ăна районти райком партинче агитаципе пропаганда пайĕн заведующийĕ пулса ĕçлеме çирĕплетеççĕ. Кунта пĕр çулталăка яхăн ĕçлесен ăна 1944 çулхи март уйăхĕнче Чурачăкри тин çеç аталанса кайнă райком партине кадрсем енĕпе ĕçлекен секретаре лартаççĕ. Кунта вăл 1947 çулхи декабрь уйăхĕчченех тăрăшать.
1947 çулхи декабрь уйăхĕнчен пуçласа 1952 çулхи августчен М.Зайцев Муркаш районĕнчи КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулса ĕçленĕ. 1952 çулта Шупашкар районĕнче КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçлет. Яваплă çĕрте ĕçленипе пĕрлех Михаил Васильевич хăйĕн пĕлĕвне ÿстерессипе те çине тăнă. И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе истори учителĕн дипломне илет.
1955 çулта ăна КПСС Чăваш обкомĕ ЧАССР министрсен канашĕн председателĕн заместительне уйăрса лартать. Мĕн чухлĕ яваплăх, çынсен ыйтăвĕсене туллин татса памалла тата ытти те. Хăйĕн ĕçне пĕлсе те тĕплĕн пурнăçлать вăл. Çакна курах ĕнтĕ Михаил Васильевича 1962 çулта Чăваш АССРăн Верховнăй Совет Президиумĕн Указĕпе Чăваш АССРĕн министрсен канашĕн председательне çирĕплетеççĕ. Вăл кунта ĕçленĕ вăхăтра халăх ырлăхĕшĕн темĕн чухлĕ ĕçсем пурнăçланă.
1975 çулта Михаил Васильевич Зайцев тивĕçлĕ канăва тухнă. Пенсие тухсан та вăл обществăлла ĕçсене хăварман, малаллах халăх ырлăхĕшĕн тăрăшнă. Чăваш Енри мире хÿтĕлес Комитетăн секретарĕ тата Мир Совет фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн председателĕн заместителĕнче ĕçленĕ. Политика ĕçĕсĕр пуçне Михаил Васильевич республика историйĕ çинчен çырнă нумай кĕнекесен авторĕ те. Вĕсенчен «Советы - органы власти, организаторы масс» ?1974/, «Ступени роста /развитие экономики и культуры Чувашии за годы девятой пятилетки/» /1978/ тата ыттисем те. Патшалăх умĕнчи пысăк ĕçсемшĕн тата Чăваш АССРне 30 çул çитнĕ ятпа Михаил Васильевича «Хисеп Палли» орденпа наградăланă. «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн» медале тата икĕ хутчен Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав тата Октябрь Революцийĕ Орденĕсене тивĕçнĕ. Унсăр пуçне тата юбилейлă, асăнмалăх медальсене парса хавхалантарнă. Шел пулин те, 1985 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнче Михаил Васильевичăн пурнăçĕ татăлнă. Апла пулин те унăн пархатарлă ĕçĕ ĕмĕр-ĕмĕрех халăх асĕнче.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Л.АФАНАСЬЕВА, ЧР Патшалaх архивeн специалисчe.