29 октября 2016 г.
Çанталăк сивĕ еннелле сулăннă май кил-çуртсене хутса ăшăтма тытăнчĕç. Часах хĕллехи шартлама сивĕсем те ума çитсе тăрĕç. Хăшĕсем çуртсене газпа хутса ăшăтаççĕ, теприсем кăмака та хутаççĕ. Пушар ан тухтăр тесен çынсен мĕн пĕлмелле-ха?
Чи малтанах асăрханулăха ÿстермелле. Килти кăмакасем е мăрьесем юсавлă пулмалла. Вĕсенче çурăксем е шăтăксем пулсан çулăм ытти çĕрелле кайса хыпса илме пултарать. Çавăнпа та хутса ăшăтмалли сезон пуçланиччен мăрьесемпе кăмакасене тĕплĕн тĕрĕслесе юсамалла, кирлĕ пулсан çĕнĕрен те тума тивет. Хăрăм ларнă пулсан е тасатни нумай вăхăт çитсен мăрьесене тасатсах тăмалла.
Хутакан кăмакаран çĕре çулăм ÿксе хыпса илесрен асăрханса умне 2 мм хулăнăшлă 50х70 см тимĕр листи çапса хумалла. Кăмакасене бензин тата керосин е хăвăрт хыпса илекен тĕрлĕ шĕвек сапса тивертме юрамасть. Кун пек чухне кăмака сирпĕнсе кайса пушар тухма пултарать. Кăмака умне вутă е кăмрăк илсе кĕрсе хуни те инкек умне илсе çитерет. Хутнă чухне хупă алăкпа çунтармалла. Çунса пĕтнĕ хыççă кĕлне е шлакне ятарлă вырăна кăларса пăрахмалла та шыпа сапса сÿнтермелле. Кăмака умĕнче япаласене типĕтме те, вутă типтĕр-ха тесе купаласа хума та юрамасть. Мăрье вĕçĕнче, тĕтĕм тухакан вырăна, ятарласа çулăма тытма тимĕр сеткăсем лартмалла. Çунакан кăмака çывăхĕнче кантăк каррисем, чаршав пулмалла мар, сĕтел-пукан çур метртан кая мар лармалла. Пÿлĕмре кăмакана уйăрас тĕллевпе хупăрлас тесен хăвăрт хыпса илекен япаласем çапса хума юрамасть.
Пушара сÿнтериччен, асăрханни лайăхрах.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Пушара хирec профилактикaлла ecсем ирттерекен тата тeрeслесе тaракан уйрaмe.