АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ

29 октября 2016 г.

Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ

Районăн экономикăпа социаллă аталанăвĕнче предпринимательлĕх ĕç-хĕлĕн  пĕлтерĕшĕ çав тери курăмлă.  Çакăнта районти  парикмахерсемпе стиль ăстисен те тÿпи пур.  Вĕсен йышĕ пысăк. Акă вĕсенчен пĕрне тĕслĕхе илсе кăтартар-ха. 

2003 çултанпах çынна илемлĕх тĕнчипе савăнтаракан Любовь Николаевна Ефимова парикмахер 2006 çулта вак предпринимательлĕх йĕркелесе ярса ăнăçлă ĕçлеме пуçланă. Малтанхи вăхăтра вăл пĕчченех тăрăшнă пулсан, халĕ вара хăйĕн ĕçне аталантарса пырса çынсем валли ĕç вырăнĕ те туса панă. Паянхи куна кунта виççĕн вăй хураççĕ. Любовь Николаевнăпа пĕрле тепĕр икĕ çамрăк - пĕри А.Мелькова парикмахер, тепри - В.Алексеева маникюр мастерĕ. Вĕсем патĕнчен çынсем талма та пĕлмеççĕ. Хамăр районтан кăна мар, юнашар Тутар Республикинчи ялтан та хĕрарăмсем килеççĕ. Ку ахальтен мар пулĕ, вĕсем мĕнле ĕçленине пĕлеççех ĕнтĕ. Акă Йăвăнчă ялĕнчен килнĕ тутар хĕрĕпе калаçатăп: «Çÿçе илемлетсе кастарма темиçе çул ĕнтĕ Любовь Николаевна патне килетĕп. Мана кунта питĕ килĕшет, «Ылтăн хачăпа» ĕçлеççĕ тейĕ вĕсене. Яланах тулли кăмăлпа киле каятăп. Кунта ĕçлекенсен кăмăлĕ те питĕ уçă, яланах ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Паян юлташ хĕрĕпе килтĕмĕр-ха. Халĕ, авă чĕрнесене те илем кĕртме пулать», - тет хĕрача сăпайлăн. Халăх хушшинче ырă ята тивĕçнĕ ăстаçăсем чăннипех те хăйсен ĕçне чунтан юратса пурнăçлаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ çĕнĕрен ĕç вырăнĕсем йĕркеленсех пыраççĕ. Халĕ вĕсене тепĕр парикмахер кирлĕ пуласси çинчен те пĕлтерчĕ Любовь Николаевна. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн малаллах аталанса пырасшăн. Вак предпринимательлĕх малалла аталансан район бюджечĕ те çирĕпленĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика