29 октября 2016 г.

Çынна ăшă сăмахсем каланă чухне чи малтанах сывлăх пултăр теççĕ. Сывлăхĕ еплерех пуласси вара çыннăн шăлĕ тĕрĕс-тĕкел пулнинчен питĕ нумай килет, мĕншĕн тесен çын апатланăвĕ те шăлранах пуçланать-çке. Ахальтен мар ĕнтĕ мĕн авалтан çыннăн куçне чун тĕкĕрĕ тенĕ пулсан, шăл вара - сывлăх индикаторĕ.
Паян сăмахăм «Мистр»-Дент» тулли мар яваплă обществăн Вăрмар поселокĕнчи Свердлов урамĕнче вырнаçнă стоматологи уйрăмĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки пырĕ. Вăл пирĕн районта 2004 çултанпа ĕçлет. Ăна хамăр ентеш, Чулкас ялĕнче çуралса ÿснĕ Виктор Альбертович Панфилов йĕркелесе тытса пырать. Мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса çитĕннĕскер, медицинăна та ачаранах килĕштернĕ. Малтанлăха вăл хăй тĕллĕн ĕçленĕ. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн вак предпринимательлĕхе аталантарса пырса çынсем валли ĕç вырăнĕсем те йĕркелеме пуçланă. 2005 çулта кунта ĕçлеме çамрăк врача Андрей Юрьевич Константионва хăй патне илет. Çав кунтанпах пĕр улшăнмасăр вăй хуракан стоматолог-врач халăх хушшинче ырă ята тивĕçме те ĕлкĕрнĕ. 2006 çултанпа кунта Лилия Вениаминовна Сергеева медицина сестри вăй хурать. Ĕçе ÿркенменскер медицина сестрин тивĕçĕсене пурнăçласа пынипе пĕрлех хут ĕçĕсене те тытса пырать, тасалăха та сăнасах тăрать. 2015 çулта тепĕр врач - Оксана Владимировна Иванова ĕçе кÿлĕнет. Ĕç шайĕ ÿссе пынине кура кăçал тепĕр медицина сестрине Анастасия Геннадьевна Макаровăна ĕçе илеççĕ. Çапла пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ĕç коллективĕ /ÿкерчĕк çинче/ те ÿссех пырать. Туслăн, çынна ăнланса, ăш-пиллĕн ĕçлеççĕ вĕсем. Коллектив каланă тăрăх, çыннисем те килсех тăраççĕ -хамăр районтан кăна мар Куславкка, Тăвай районĕсенчен тата Тутар Республикине кĕрекен юнашар ялсенчен. Чылай чухне Мускавра пурăнакансем тăванĕсем патне килсен е ятарласа шăл юсаттарма, ларттарма кунта килеççĕ. Хакĕсемпе те кăмăллă вĕсем.
Палăртма кăмăллă: Виктор Альбертович хăйĕн ĕçне хамăр районтах йĕркелесе малалла татах та анлăлатса пыма тĕллев тытнă. Халĕ вĕсем Вăрмар хула территорийĕнчи Некрасов урамĕнчи 2 çуртра пая кĕрсе 100 тăваткал метрлă пÿлĕм туяннă. Унта пĕтĕмпех хальхи йышши çĕнĕ оборудовани лартнă. Çакă тата хăтлă пÿлĕмсем пациентсен кăмăлне çĕклессе чунтанах шанаççĕ кунта вăй хуракансем. Кĕçех вĕсем унта ĕçлеме тытăнаççĕ.
Пациентсемшĕн тăтăшах çĕнĕлĕхсем шырани тата предпринимательлĕхе аталантарса пыни район экономикине те тĕреклетме пулăшать.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.