26 октября 2016 г.

Кĕркунне, пÿлме тухăçпа тулнă вăхăтра, эпир яланах ялхуçалăх ĕçченĕсен ĕçне пĕтĕмлететпĕр. Район экономикинче ялхуçалăх отраслĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кăçал çанталăкĕ те ялхуçалăх ĕçченĕсен çирĕплĕхне самаях тĕрĕслерĕ пулин те, çĕр ĕçченĕсем аллисене усмарĕç, май килнĕ таран тăрăшрĕç.
Кăçал районти ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 16907 гектар çинче акса лартса 34,7 пин тонна тĕш-тырă çапса тĕшĕленĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх районĕпе пĕр гектар пуçне вăтамран 20,4 центнер тĕштырă тухнă, çав шутра чи пысăк тухăç «Ямуков Г.Н.» хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче пулнă - пĕр гектар çĕр пуçне шутласан, тасатса тирпейленĕ хыççăн 33 центнер пухса илнĕ. Ку енĕпе тухăçлă ĕçлекен хуçалăхсене палăртса хăварма та кăмăллă. «Иванов В.А.» хресчен /фермер/ хуçалăхĕ - пуçлăхĕ В.Иванов вĕсем пĕтĕмĕшле илсен 5735 тонна тĕш тырă пухса кĕртнĕ, çакă районĕпе пухса кĕртнинчен шутласан 16,5 процент пулать. «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен хупă обществи 3424 тонна пухса кĕртнĕ.
Пур тĕрлĕ ялхуçалăх предприятийĕсене шута илсен çĕрулмие районта 2259 гектар çинчен 50,8 пин тонна пухса илнĕ. Пĕр гектар çĕр пуçне шутласан 225 центнер тухнă. Ку енĕпе наука çирĕплетнĕ технологисемпе усă курса ĕçленĕ «Ямуков Г.Н.» хресчен фермер хуçалăхĕнче 230 гектар çĕр çинчен, тăтăшах шăварса тăнипе, 7015 тонна çĕрулми кăларса илнĕ, пĕр гектар çинчен 305 центнер тухăç илнĕ.
«Арманов В.К.» хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче 75 гектар çĕре кулленех шăварса тăрса 2250 тонна «иккĕмĕш çăкăра» пухса илнĕ, пĕр гектар çĕр пуçне шутласан 300 центнер тухнă. Тĕслĕхсенчен çакăн пек пĕтĕмлетÿ тума пулать: агротехникăлла пур требованисене те пурнăçласа пырсан ытти хуçалăхсенче те пысăк тухăç илме пулать.
Кăçал пахча çимĕçе районĕпе пĕтĕмĕшле 179 гектар çинче лартса çитĕнтерсе 4851 тонна пухса кĕртнĕ, пĕр гектар çĕр пуçне 271 центнер тухнă. Ку енĕпе «Сергеев В.М.» хресчен ?фермер/ хуçалăхĕ аван ĕçленине палăртмалла. Пĕр гектар çĕр пуçне 600 центнер купăста çитĕнтернĕ. Пахча çимĕç культурисене халăх ытларах ыйтнине шута илсе вĕсене çитĕнтерессипе малалла татах та лайăхрах ĕçлемелле.
Районта хăмла плантацийĕсенче ĕçлесси те аван пулса пырать. «АгроРесурсы» тулли мар яваплă общество 26 гектар çинче çитĕнтерсе 429 центнер «симĕс ылтăн» пухса кĕртнĕ, пĕр гектар çĕр пуçне - 16,5 центнер. Ку енĕпе те пирĕн малашне тăрăшуллă ĕçлемелле, хăмла плантацийĕсене ÿстерсех пымалла.
2016 çул пуçламăшĕнче усă курман çĕрсем 5942 гектар пулнă. Çав шутран 790 гектарне пусă çаврăнăшне кĕртнĕ.
Мăйракаллă шултра выльăхсен йышне те ÿстерсех пыратпăр. Кăçалхи 9 уйăхра пур тĕрлĕ категориллĕ хуçалăхсенче пурĕ 1642 тонна аш-какай туса илнĕ, çакă иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 101,7 процент пулать. Ку енĕпе «Иванов В.А.», «Игнатьев А.Ю.», «Тимофеев Н.В.», «Иванов Ю.Г.» хресчен ?фермер/ хуçалăхĕсемпе «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен хупă обществи мĕнпур майсемпе усă курса ĕçлесе пыраççĕ. Выльăх-чĕрлĕх йышне те ÿстерсех пыраççĕ. Кăçал патшалăх пулăшăвĕпе усă курса чылай хуçалăхсенчи машинăпа трактор паркне те пуянлатма май килчĕ.
Ялхуçалăх ĕçченĕсем мĕн туса илнипе районти апат-çимĕç хатĕрлекен промышленноç предприятийĕсем тĕрлĕрен продукцисем туса кăларса халăха тивĕçтерчĕç. Кунта районти райпо системине кĕрекен çăкăр заводне тата обществăлла апатланăвăн пархатарлă ĕçĕсене палăртса хăварни вырăнлă. Кăçалхи 9 уйăхра вĕсем 265 тонна хăйсен продукцине реализациленĕ, çакă иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 105 процент.
Çĕр çинче ĕçлесе пурăнас пулсан кадрсене те çĕнетсех пымалла. Çамрăксем ялта ĕçлесе пурăнччăр тесен вĕсене пурăнмалли условисем туса пама пулăшмалла. Ялхуçалăх ĕçĕ пĕр вырăнта тăмасть. Пĕр ĕçне вĕçлесен тепри тупăнсах тăрать. Агропромышленноç отраслĕ çĕр ĕçне юратакан çынсем хăйсен яваплăхне туйса вăй хурсан малалла аталанĕ.
Ялхуçалăхăн тата апат-çимĕç тирпейлекен промышленноçăн ĕçченĕсен уявĕ ячĕпе çĕр ĕçĕпе вăй хуракансене, ветерансене пурне те саламласа малашлăх тĕллевĕсене ăнăçлă пурнăçлама сывлăх, телей сунатăп. Ĕçре çитĕнÿсем, çемьере тăнăçлăх пултăр. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен кăна çитĕнÿ тума пулать. Ăнăçу сире, пурне те.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.НИКОЛАЕВ, райадминистрацин ялхуcалaхeпе экологи пайeн начальникe.