АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн редакторсем

26 октября 2016 г.

Африкан Михайлович Михайлов. Вăл хамăр районти Кĕтеснер ялĕнче 1924 çулхи март уйăхĕнче çуралнă. Шкултан вĕренсе тухсан Канашри педагогика училищине вĕренме кĕрет, 1940 çулта ăна пĕтерет.

Африкан Михайлович Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ. 1942-1945 çулсенче вăл нимĕç фашисчĕсемпе малтан пулеметнăй взвод командирĕ, унтан 147 стрелковой дивизинче I-мĕш гвардейски армин рота командирĕ пулса çапăçать. Фронтра паттăрлăх кăтартнăшăн ăна Аслă Отечественнăй вăрçăн иккĕмĕш степеньлĕ орденĕпе, «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе наградăланă. 
Вăрçă хыççăн тăван ене таврăнсан 1947-1949 çулсенче Вăрмарти парти райкомĕнче пропагандист пулса ĕçленĕ. 1949 çулхи октябрĕн 3-мĕшĕнче ăна районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторĕ пулма çирĕплетеççĕ.
1951 çулхи августăн 27-мĕшĕнче вăл редакцире юлашки хут ĕçлет. Горьки хулинчи партин Аслă шкулĕнче пĕлĕвне малалла ÿстерет. Унтан вĕренсе тухсан республикăра тухса тăракан «Коммунизм ялавĕ» ?«Хыпар»/ хаçат корреспонденчĕ пулса ĕçлеме тытăнать.
Юлашки çулсенче Африкан Михайлович Канашра ĕçлесе пурăннă. Мăшăрĕпе виçĕ ача, икĕ ывăлпа пĕр хĕрача пăхса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă.


х х х


Елизавета Поликарповна Поликарпова. Вăл Елчĕк районĕнчи Мучар ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкул хыççăн, вăрçă çулĕсенче, педагогика училищинче вĕреннĕ. Унтан ăна ĕçлеме Пикшик ялне шкул директорĕ пулма янă. 1949 çулта Елчĕк район хаçат редакторĕнче вăй хунă. Малалла Горькири парти шкулĕнче вĕреннĕ ?В.Алендейпе пĕр вăхăтра/. 1951 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕнче пирĕн районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторĕнче ĕçлеме тытăннă. Сентябрĕн 13-мĕшĕнче хаçат пĕрремĕш хут Поликарпова алă пуснипе тухнă.
1952 çулта Г.Горбунов врачпа пĕрлешнĕ, пĕр хĕрача пăхса ÿстерсе аслă пĕлÿ илме пулăшнă, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Елизавета Поликарповна хаçат редакторĕнче 1952 çулхи сентябрьччен ĕçленĕ, пĕр вăхăт редактор заместителĕ пулнă. Каярахпа, мĕн юлашки çулĕсемчченех, Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикин ясли-сад заведующийĕнче тăрăшнă. 1973 çулхи мартăн 15-мĕшĕнче пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Г.МАТВЕЕВА хатeрленe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика