26 октября 2016 г.

Вăрмар районĕнчи «АгроРесурсы» тулли мар яваплă общество Чăваш Республикинче хăмла ÿстерсе ăна тирпейлессипе ĕçлекен пысăк предприятисенчен пĕри. Вăл паха хăмла çитĕнтерессипе Раççей шайĕнче çирĕп позицисене йышăнать.
Хуçалăха пырса кĕрсенех хăмла шăрши килет, ачалăхра хăмла татнă кĕрхи кунсем аса килчĕç. Шкул ачисем черетпе авăр хыççăн авăр туртса антараттăмăр та часрах витре тултарас тесе тăрăшаттăмăр, хăмла тултарнă витресене миххе ярса тултараттăмăр. Ĕç кунĕ пĕтсессĕн вара михĕсене тараса çине çакса виçеттĕмĕр те кам миçе килограмм татнипе мухтанаттăмăр /ара укçине те мĕн чухлĕ татнине кура тÿленĕ-çке пире/, виçтернĕ михĕсене шăналăка пушататтăмăр.
Районта хăмлана татса, пухса кĕртсе пĕтернĕ ĕнтĕ. Кăçал 26 гектар çинчен «симĕс ылтăна» пурĕ 42,850 тонна татнă. Пĕтĕмĕшле вара районта хăмла плантацийĕсем 30 гектар йышăнаççĕ. Пĕлтĕр кĕркунне 4 гектар çинче çĕнĕ хунавсем лартса хăварнă. Кунта халĕ хăмлан çĕнĕ сорчĕсем - «Фаворит», «Флагман» - çитĕнеççĕ. Хăмла плантацийĕсем Мăнçырмара /12 гектар/, Çĕнĕ Вĕренерте /6 гектар/, Кĕтеснерте /8 гектар/, Кавалта /4 гектар/ вырнаçнă. Хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче çак ялсенче пурăнакансем тăрăшаççĕ. Хăмла татса пĕтернĕ хыççăн плантацисенчи çĕре сухаласа пĕтернĕ ĕнтĕ.
Хăмлана татса пĕтернĕ пулсан та «АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăра ĕç пĕтмест-ха. Хальхи вăхăтра татса килнĕ хăмлана рабочисем пресслаççĕ, гранула тăваççĕ. Фольгаран тунă хутаçа 5-шер килограмм тултараççĕ, унтан пĕр курупкăна çакăн пек 4 хутаç хураççĕ те 20 килограмм таяканскерсене Раççейри тĕрлĕ хуласенчи сăра завочĕсене ăсатаççĕ. Чăваш хăмлине пур çĕрте те кăмăллаççĕ. Ăна ыйтакансем, туянас текенсем нумай пулни малалла та ĕçлеме хавхалантарать.
«АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăра 2011 çултанпа пултаруллă руководитель Сергей Леонидович Дмитриев тăрăшать, 17 çынран тăракан ĕç коллективне ертсе пырать, малашлăха шанчăклăн пăхать. Ĕç тухăçлăхне ÿстерес тĕллевпе хуçалăхра кăçал çĕнĕ МТЗ-921 трактор, ОПС-2000 сирпĕтмелли техника, ГАЗель туяннă. Çавăн пекех хуçалăх паркĕнче 4 трактор, УАЗ, ГАЗ-53 автомашинăсем пур. Акă хуçалăхра техникăна тухăçлă ĕçлеттерекенсем А.Федоров водитель, Б.Никифоров тракторист, сварщик, В.Александров тракторист «АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăра тăрăшаççĕ.
Малашне те чăваш çĕрĕ çинче çитĕнтерекен паха продукцие туса илме С.Дмитриевпа унăн коллективне ăнăçу, малашнехи тĕллевсене пурнăçа кĕртме сунатпăр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА.