АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухăçлă ĕçшĕн - тивĕçлĕ чыслав

26 октября 2016 г.

Тухăçлă ĕçшĕн - тивĕçлĕ чыслав

Октябрĕн 21-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн 6-мĕш созыври 10-мĕш ларăвĕ иртнĕ. 

Чи малтанах район депутачĕсен Пухăвĕн Пысăк Енккассинчи 8-мĕш номерлĕ пĕр мандатлă округ депутатне, «Сергеев В.М.» хресчен /фермер/ хуçалăхĕн пуçлăхне Вячеслав Сергеева Чăваш Республикин ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысланă. Çавăн пекех Вăрмар район пуçлăхĕ, Вăрмар районĕнчи 3-мĕш номерлĕ пĕр мандатлă суйлав участокĕн депутачĕ М.Пуклаков гражданла хÿтĕлев руководителĕн - Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Михаил Анатольевича çак грамотăна командăпа штаб хăнăхтарăвĕсене ирттерес ĕçе активлă хутшăннăшăн панă.
Ларура депутатсем 7 ыйту пăхса тухнă. Вăрмар район бюджетне 2016 çулхи пĕрремĕш çур çулта еплерех пурнăçланипе райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ А.Енькова паллаштарнă. ЧР бюджетĕнчен куçнă укçа-тенкĕне шута илсе район бюджетне 176399,3 пин тенкĕ кĕнĕ. Çулталăкри план - 369771,4 пин тенкĕ. Район бюджетне куçнă налук тата налук мар тупăшсен сумми 28887,4 пин тенкĕпе танлашнă
А.Енькова чарăнса тăнă тепĕр ыйтăвĕ Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн 22.12.2015 çулхи «ЧР Вăрмар районĕн 2016 çулхи бюджечĕ çинчен» йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен пулнă. Улшăнусем кĕртнине шута илсе ЧР район бюджечĕн тупăшĕ 396876,7 пин тенкĕпе танлашать, бюджет дефицичĕ 600 пин тенкĕлĕх ÿснĕ те 12585,6 пин тенкĕпе танлашнă. Çавăн пекех çак ыйтупа Вăрмар районĕн контрольпе шутлав комиссийĕн председателĕ О.Ананьева тухса калаçнă. Вăрмар районĕн Уставне улшăнусем кĕртесси çинчен тата Вăрмар районĕн муниципаллă программисене Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн йĕркелемелли пирки райадминистрацин юридици службин сектор заведующийĕ Б.Васильев тухса калаçнă. Вăрмар район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политики тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов шкул çумĕнчи ачасен вĕрентÿ системинчи медицина ĕçченĕсен штатне Вăрмарти тĕп больница çине куçарасси пирки тухса калаçнă. 
Тухса калаçнă пур ыйтупа та тивĕçлĕ йышăнусем тунă.
Лару вĕçленес умĕн район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов тухса калаçнă. Вăл районăн социаллă экономикăллă лару-тăрăвĕпе паллаштарнă, депутатсен ыйтăвĕсем çине хуравланă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.ЧЕРНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика