АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телейĕ çемьере те, ĕçре те пулнă

22 октября 2016 г.

«Çын ĕçĕпе кăна палăрать, ĕçĕпе кăна çын мухтавлă». Вырăссен аслă писателĕн Максим Горькин çак çунатлă сăмахĕсем куçа лексен кашнинчех пирĕн Вăрмар районĕн экономикипе социаллă сферине аталантарассишĕн нумай çул хушши вăй-халне шеллемесĕр ĕçленĕ çынсем аса килеççĕ. Вĕсем хушшинче вара Аркадий Илларионович Северов ячĕ паллă вырăн йышăнать.

А.Северов 1926 çулхи октябрĕн 31-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпÿел ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Ашшĕ, Илларион Никифорович МТС йĕркелесен унта аслă механик пулса ĕçлеме тытăнать. Акă ăçтан А.Северов инженерăн техника енне туртăннин тымарĕ. Амăшĕ, Матрена Яковлевна, тăван ялти колхозра ĕçленĕ.
Каярахпа Северовсем пурăнма тата ĕçлеме Шăхасана куçнă. Çичĕ класс пĕтерсенех çамрăк Аркадий плугарь пулса ĕçлет, каярахпа трактористсен курсĕнчен вĕренсе тухсан, ăна «У-2» тимĕр урапаллă трактор шанса параççĕ. 
Кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлет Аркадий: çĕр сухалать, тырă акать, трактор çумне комбайн кăкарса тырă вырать, молотилкăпа авăн çапать. Ара, хаяр вăрçă çулĕсем пулнă-çке-ха... 
1946 çулта шофера вĕренсе тухса грузсем турттаракан автомашинăпа ĕçлеме пуçлать, таçта та пулать, тем те турттарать. Анчах та малалла вĕренес шухăш ăна канăç памасть. 23 çула çитсен Шăхасанти шкулта 8-мĕш класра вĕренме тытăнать. Вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн ялхуçалăхне механизацилес тата электрофикацилес енĕпе инженерсем хатĕрлекен Мускаври института вĕренме кĕрет. Ăна ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн, 1956 çулта, çамрăк специалиста Вăрмарти машинăпа-трактор станцине МТСа ĕçлеме яраççĕ. Пĕр вăхăт вăл кунта юсав мастерской заведующийĕ пулса ĕçлет. Иван Сергеева МТС директорне уйăрса лартсан, А.Северов главнăй инженер пулса ĕçлеме тытăнать. Çавăн чухне пуçланать ĕнтĕ Иван Сергеевичпа Аркадий Илларионович хушшинчи пурнăç тăршшĕпех пынă ĕçлĕ туслăх. 80-мĕш çулсенче те И.Сергеев ?ун чухне вăл республикăри «Госкомсельхозтехника» пĕрлешĕвĕн председателĕччĕ, Правительство членĕччĕ/. Тăтăшах пирĕн районта пулатчĕ, колхозсемпе совхозсене, «Сельхозтехника» пĕрлешĕвне пысăк пулăшу паратчĕ, кашнинчех вара Северовсен килĕнче пулмасăр Шупашкара каймастчĕ...
... 1960 çулта И.Сергеева Шупашкара ĕçлеме куçарсан Аркадий Илларионовича РТС директорне ?МТС пĕтернĕ хыççăн/ уйăрса лартаççĕ. Каярахпа РТС-ран «Сельхозтехника» пĕрлешĕвне йĕркелеççĕ.
Унăн управляющийĕ пулса А.Северов 1986 çулхи ноябрь уйăхĕчченех, пенсие тухичченех, ĕçлерĕ. Пĕтĕмпе вара Вăрмарта вăл 30 çул ытла ĕçлерĕ, питĕ нумай тăрăшрĕ. 
«Сельхозтехника» районти хуçалăхсене ялхуçалăх техникипе, вĕсен запас пайĕсемпе, строительство материалĕсемпе тивĕçтеретчĕ, выльăх-чĕрлĕх фермисене комплекслă майпа механизацилес енĕпе нумай ĕçлетчĕ, тырă выракан комбайнсене юсатчĕ. «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕнче юсав мастерскойĕ пулнă. Кунта республикăри мĕнпур районсенчен кÿрсе килнĕ С-100 маркăллă хăватлă тракторсене тĕпрен юсатчĕç. Производство планĕсене яланах пурнăçласа пыратчĕ пысăк та туслă ĕç коллективĕ.
А.Северов ĕçленĕ çулсенче предприятин сăн-сăпачĕ, материалпа техника бази тĕпренех çĕнелчĕ /вăхăтпа пĕрле ĕнтĕ/.
Юсав мастерскойне асăнмарăмăр çÿлерех. Унсăр пуçне темиçе складран тăракан суту-илÿ базине /унта чукун çул та пулнă/, автомашинăсене техника енĕпе пăхса тăракан станци, запаслă пайсене улăштармалли пункт, комбайнсем юсакан мастерской тата ытти те турĕç.
Ĕç коллективĕшĕн, çынсемшĕн нумай тăрăшатчĕ управляющи. «Сельхозтехника» территорийĕнчех темиçе пурăнмалли çурт /112 хваттер/, ача-пăча сачĕн, столовăй çурчĕсене турĕç. Ĕçлекенсен уйăхри вăтам ĕç укçи те тăтăшах ÿссе пыратчĕ. Предприятин спорт командисем, художествăлла пултарулăх коллективĕ те районта чи лайăххисен шутĕнче пулнă.
Аркадий Илларионович обществăлла политикăллă ĕçе те активлă хутшăнатчĕ. Ăна темиçе хутчен парти райкомĕн членĕ, район совечĕн депутачĕ пулма суйланă.
Производствăри пысăк çитĕнÿсемшĕн, пархатарлă ĕçсемшĕн ăна «Хисеп палли» орденпа наградăларĕç, вăл Чăваш АССР ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ пулнă.
Хисеп грамотисен, тав хучĕсен вара шучĕ те çук. Çапла ĕçлерĕ, пурăнчĕ А.Северов. Вăл вăхăтра ăна пурте пĕлнĕ, пурте хисепленĕ. Хăй вара: «Маншăн чи кирли - ĕç, манăн телей çемьере тата ĕçре», - тетчĕ. Чăнахах та çапла пулнă ĕнтĕ.
Мăшăрĕ те унăн, Мария Фадеевна, «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕнчех бухгалтер пулса ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Питĕ ĕçчен те сăпайлă хĕрарăмччĕ. 2012 çулта 87-ре вилчĕ вăл. Пĕрле 60 çул пурăнса вĕсем 3 ача пăхса çитĕнтерчĕç. Пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшрĕç. Аслă хĕрĕ, Роза, педагог, çемйипе Ростов облаçĕнче пурăнать, ывăлĕ, Владимир, авиаци инженерĕ, Ульяновск хулинче авиаци заводĕнче ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура, кĕçĕн хĕрĕ, Ираида, провизор. Чылай çул Шупашкарта аптека заведующийĕ пулса ĕçлет.
Аркадий Илларионович пурăннă пулсан çак кунсенче 90 çул тултармаллаччĕ. Анчах та пĕр вăхăт хушши йывăр чирлесе выртнă хыççăн 2007 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлса кайрĕ вăл. Унăн сумлă та пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ вара халăх асĕнче нумай-нумай çул пурăнĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика