АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Журналистсен пуçламăш организацийĕ

22 октября 2016 г.

1974 çулхи март уйăхĕ редакци коллективĕшĕн уйрăмах паллă çулталăк шутланать. Редакцире СССР Журналисчĕсен союзĕн пуçламăш организацийĕ йĕркеленет.

Чи малтанах районта журналистсен ретне А.Хованский тăнă. Союза кĕме ăна 1971 çулта Г.Мальцев писательпе республикăри «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн парти пайĕн заведующийĕ А.Крысин рекомендаци параççĕ. Ун хыççăн А.Павлов /1972 çул/ тата А.Белова ?1973 çул/ Журналистсен союзĕн членĕсем пулса тăраççĕ. Виçĕ членран журналистсен пуçламăш организацине йĕркелеççĕ. Унăн пĕрремĕш председателĕ пулма Аниса Егоровна Беловăна суйлаççĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн пуçламăш организацин йышĕ хушăнсах пырать. 1980 çулта журналистсен ретне Ванифатий Андреевпа Иван Иванов, 1981 çулта - Виталий Миронов, 1982 çулта - Николай Васильев, 1983 çулта - Вячеслав Афиногеновпа Петр Петров тăраççĕ. Çапла вара 1984 çул тĕлне редакцири пуçламăш организаци 8 члена пĕрлештерсе тăрать. Районсенчи редакцисем хушшинче чи пысăк организацисенчен пĕри шутланса тăрать. Пуçламăш организаци умĕнче пысăк задачăсем тăнă: редакци çумĕнче йĕркеленĕ литература пĕрлешĕвĕпе пĕрле журналистсемпе обществăлла корреспондентсен творчествăри пултарулăхне тăтăшах ÿстерсе пымалла, вулакансене тарăн содержаниллĕ, кăсăклантаракан, интереслĕ материалсемпе тивĕçтермелле, тĕрлĕрен жанрсемпе ытларах усă курмалла, пурнăçпа тан утмалла. 1974 çулхи февралĕн 16-22-мĕшĕсенче Мускавра СССР Журналисчĕсен Тĕп çуртĕнче Чăваш Республикинчи журналистсен ултă кунлăх семинарĕ пулса иртнĕ. Унта промышленность предприятийĕсенчи нумай тиражлă, районсенче тата хуласенче тухса тăракан хаçатсен редакторĕсен заместителĕсем, пурĕ 25 çын хутшăннă. Çав шутра А.Хованский те. Семинарта ТАСС информаци пайĕн, «Вечерняя Москва» хаçат. Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин информаци пайĕн, «Экономическая газета» хаçатăн ответлă сотрудникĕсем, паллă ученăйсем тухса калаçнă.
Редакцинче ĕçлекенсен пĕлĕвне ÿстерес енĕпе 70-мĕш çулсен пуçламăшĕнче пĕр харăсах тенĕ пек виçĕ ĕçчен заочно йĕркепе аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренсе пĕтерчĕç. Ку хăйсемшĕн те çăмăл пулман, паллах, çав вăхăтрах пĕрле ĕçлекенсен те лава туртма тивнĕ. 6-7 çынлă коллективра /сăмах творчествăлла ĕçченсем пирки пырать/ тăруках 2-3 çын заочнăй сессине тухса кайсан, вырăнта ĕçлекенсен хăйсен пултарулăхне, çаврăнăçулăхне икĕ хут ÿстермелле пулнă. Калăпăр, пурте пĕрле чухне çав номершăн ответлă дежурнăйăн икĕ эрнере пĕрре яваплăха туйма тивнĕ пулсан, халĕ кашни эрнерех тăпăртатма лекнĕ. Çаплах ĕçленĕ, вĕреннĕ, пурте аслă пĕлÿллĕ пулнă. Чăннипех тăрăшнă хаçат кăларассишĕн.

/Малалли пулать/.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика