АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акци ача садне те çитрĕ

22 октября 2016 г.

Акци ача садне те çитрĕ

Кăçалхи октябрĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа «Родничок» ача садĕнче «Йывăç ларт тата ăна упра» экологи акцийĕ иртет.

Акци тĕллевĕ - ачасен тавракурăмне ÿстересси, вĕсемпе пĕрле пурнăçра паянхи кун пулса иртекен актуаллă ыйтусене сÿтсе явасси, çутçанталăка юратма вĕрентесси.
Аслисен тивĕçĕ - ачасене лайăххипе начаррине уйăрма, çутçанталăка упрама, юратма вĕрентесси. Ача сачĕн воспитателĕсем М.Порфирьева, Н.Михайлова, Е.Казакова, А.Юнатанова, Н.Мясникова, И.Громова ачасемпе «Йывăç кунĕ» ятпа хăйне евĕрлĕ уяв ирттерчĕç. Ачасем воспитательсемпе пĕрле йывăç хунавĕсем лартмалли вырăнсем шырарĕç. Унтан лартнă йывăç тавра вăйă картине тăрса çаврăнчĕç, ăна çуралнă кун ячĕпе саламларĕç. Шăпăрлансем çумăр çуса йывăç хунавне лайăх ÿсме сунчĕç. Аслисемпе пĕчĕккисен пĕрле туса ирттернĕ ĕçĕ нумай лайăх самантсем парнелерĕ. Ачасемшĕн вара ку тĕлĕнмелле хăйне евĕрлĕ мыскара пулчĕ.
Харпăр хăй аллипе тунă е лартнă япалана ватма алă çĕкленмест. Шăпах çак мероприяти урлă ачасенче ÿсентăрансене юратас, йывăçсене пулăшас, çынсен начар ĕçĕсенчен сыхлас туртăмсене çирĕплетнĕ.
Эпир халĕ çирĕплетсе калама пултаратпăр: пирĕн ачасен аллисем йывăç тураттине татма хăяймĕç, вĕсем хăйсен ĕçне хаклама пĕлеççĕ, йывăçа чĕрĕ чун вырăнне хурса хаклаççĕ.
Акци вăхăтĕнче ача сачĕн территорийĕнче хурăн, чăрăш, юман, пилеш хунавĕсем тымар ячĕç. Çуркунне вĕсем пире хăйсен ешĕл симĕс, кĕркунне тĕрлĕ тĕслĕ çулçисемпе савăнтарчĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: М.Порфирьева, Н.Михайлова, Е.Казакова, воспитательсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика