22 октября 2016 г.

Иртнĕ кунсенче Вăрмар район администрацийĕн ларусен залĕнче Вак тата вăтам предпринимательлĕх кунĕ шайĕнче районти предпринимательсем райадминистрацин, ЧР экономика аталанăвĕпе промышленноç тата суту-илÿ министерствин представителĕсемпе тĕл пулнă.
Мероприятие Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - экономика аталанăвĕпе промышленность тата суту-илÿ пайĕн начальникĕ Н.Краснова уçнă, районти вак тата вăтам предпринимательлĕх аталанăвĕн 2016 çулхи 9 уйăхри пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă. Чăваш Республикинче вак тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшмалли патшалăх пулăшăвĕн мелĕсемпе «Чăваш Республикинче экспорт енĕпе ĕçлекен вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене пулăшу паракан координаци центрĕн» консультанчĕ М.Тарасова тухса калаçнă.
Çавăн пекех районти предпринимательсене ЧР экономика аталанăвĕпе промышленноç тата суту-илÿ министерствин «Халăха ĕçпе тивĕçтерессипе, вак тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшу парассипе ĕçлекен республикăри бизнес-инкубатор» Чăваш Республикин автономи учрежденийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Тĕл пулура çавăн пекех ытти тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явнă. Предпринимательсем патшалăх пулăшăвне илессипе, бизнесра пулакан йывăрлăхсене татса парассипе кашниех уйрăмшарăн консультацисем илнĕ. Район экономикине пысăк тÿпе хывнăшăн хăш-пĕр предпринимательсем райадминистрацин Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсене тивĕçнĕ.
Юлашкинчен канашлăва хутшăннисем «Общепит» тулли мар яваплă обществăра, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществинче пулса унти ĕç-хĕлпе паллашрĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.Чернов.