АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Терроризмпа экстремизма çул памастпăр!

22 октября 2016 г.

Терроризмпа экстремизма çул памастпăр!

Иртнĕ кунсенче Чулкасри Культура çуртĕнче районти тĕн пĕрлешĕвĕсемпе национальноçсен ĕçĕсен Канашĕсен анлă ларăвĕ иртнĕ. Унта Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, райадминистрацин культура тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ И.Дмитриева, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн пай начальникĕ А.Герасимов тухса калаçнă.

Анлă ларăва асăннă канашсен председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов уçрĕ. Вăл хальхи вăхăтра тĕнчере, уйрăмах ют çĕршывсенче терроризмпа экстремизм анлă сарăлнине, çавна май ăна хирĕç пирĕн май пур таран кĕрешмеллине, ку енĕпе уйрăмах культура тата ытти сферăра ĕçлекенсен халăхпа калаçусем ирттермеллине, граждансен хăйсен те тимлĕхе çухатмалла маррине каларĕ.

«Пирĕн районпа чукун çул иртнĕ май, пассажирсем турттаракан поездсем сахал мар çÿреççĕ. Çавна май тĕрлĕ наци çыннисем те пĕр-пĕринпе хутшăнаççĕ, вĕсен хушшинче вара усал шухăшлисем те пулма пултараççĕ. Çавăнпа та кун пек чухне уйрăмах сыхă пулмалла.

Ют çынсем пирĕн таврара çÿренине курсан ял тăрăхĕсен администрацийĕсене е полици уйрăмне пĕлтермелле», - терĕ РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн пай начальникĕ А.Герасимов. Андрей Анатольевич терроризмпа экстремизма хирĕç кĕрешессипе ирттернĕ профилактика ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕ. Пирĕн районта хальхи вăхăтра ют çĕршыври 62 çын пурăнать. Вĕсем тĕрлĕ наци çыннисем: украинецсем, таджиксем, узбексем, казахсем, эрменсем, Сири тата Афганистан çыннисем те пур. Вĕсемпе профилактикăлла мероприятисем тăтăшах ирттереççĕ.

Терроризмпа экстремизма хирĕç кĕрешессипе районти шкулсенче вĕренекенсемпе уçă уроксем иртеççĕ.

Райадминистрацин культура тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ И.Дмитриева Чăваш халăхĕсен съездĕнче Чăваш халăхĕсен Ассамблеине туса хунине, вăл Раççей халăхĕсен Ассамблеине кĕнине палăртрĕ.

Тихвински Турă Амăшĕн Турăшĕн Мăнçырмари чиркĕвĕн настоятелĕ Л.Ермолаев протоиерей: «Пирĕн хамăр культурăпа тĕне тытса пымалла, ăс-хакăл енчен аталанса пыма тăрăшмалла, çамрăксен вара Интернетпа çыхăну тытнă чухне питĕ тимлĕ пулмалла», - терĕ вăл.

«Терроризмпа экстремизм чи çивĕч ыйтусенчен пĕри» ятпа йĕркеленĕ кĕнекесен куравĕпе районти тĕп библиотекăн библиографипе методика пайĕн заведующийĕ Т.Федорова паллаштарчĕ. Унтан Тикашри тата Шăхальти культура çурчĕсен, библиотека ĕçченĕсем тĕрлĕ конфессисен пĕрле пĕр шухăшлă пулса тăнăç пурнăçшăн кар тăрса ĕçлемелли çинчен тухса калаçрĕç.

 

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика