АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитĕнÿ - пĕрле тăрăшнинче

22 октября 2016 г.

Çитĕнÿ - пĕрле тăрăшнинче

Раççейри чи лайăх шкулсен ТОП-500 тата ялсенчи шкулсен ТОП-200 йышне пирĕн республикăри хуласенчи 9 тата ялсенчи 8 шкул кĕнĕ. Вĕсен шутĕнче пирĕн районти Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул пурри те пысăк хисепре. Мĕнпе тивĕçнĕ-ха вĕсем çак чапа; Шкул директорĕ П.Алексеев тата вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен директорăн заместителĕ З.Пуклакова каланă тăрăх - чи малтанах ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ парассишĕн çине тăрса ĕçлекен педагогсем тата малашлăха ăнтăлакан вĕренекенсем пуррипе. ТОП-200 йышне палăртнă шкул иккĕмĕш хут çĕнсе илчĕ, ТОП-500 йышне кăçал пуçласа кĕчĕç. Пысăк çитĕнÿри ĕçсене 78 педагогран тăракан коллектив пурнăçланине палăртма кăмăллă. Вĕсенчен аслă категориллĕ 40 вĕрентекен, 38-шĕ пĕрремĕш категориллисем тăрăшаççĕ. И.Чеснаковăпа Н.Кузьмина «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» ята илнĕ, Е.Николаева «Халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ» паллăна, Л.Колоколова, В.Табакова, В.Быков, Л.Петрова, Л.Яковлева, А.Мадурова, В.Антонов, Э.Тушинская, Н.Кузьмина, А.Егорова, Т.Шмелева, И.Иванова «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллăна тивĕçнĕ. Шкулта кăçалхи вĕренÿ çулĕнче пурĕ 1049 ача пĕлÿ пухать. Вĕсен пĕлĕвне кашни çул I, II, III пусăмпа пĕтĕмлетнĕ хыççăн вĕренÿ пахалăхĕ пĕр тикĕссĕн пулса пыни палăрать. Çак пусăмсене «4» тата «5» паллăсемпе пĕтернисем пĕтĕмĕшле илсен çулсерен лайăхланса пыраççĕ. «5» паллăпа вĕренекенсем юлашки икĕ çул хушшинче палăрмаллах ÿснĕ. Вĕренекенсем шкулта, районта, республикăра иртекен олимпиадăсене тăтăшах хутшăнса призлă вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Акă, тĕслĕхрен, 2015 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 18-мĕшĕччен шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн муниципаллă тапхăрĕнче иртнĕ олимпиадăна пурĕ 333 ача хутшăннă, вĕсенчен 28 проценчĕ 3 предметпа. Пĕтĕмпе 7-11 класра вĕренекен 234 ача хăйĕн интеллектуаллă шайне тĕрĕсленĕ. Вĕренекенсем ытларах биологипе, вырăс литературипе, акăлчан чĕлхипе, тăван ен культури, технологи, экологи предмечĕсене лайăх пĕлнипе пысăк балсем пухнă. 11-мĕш класра вĕреннĕ Я.Казакова ?вĕрентекенĕ К.Николаева/ шкул ачисем хушшинче иртнĕ Раççей шайĕнчи олимпиадăра çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕнче пысăк пĕлÿ шайне кăтартнă ачасен ячĕсене палăртас пулсан, Я.Казакова, Е.Никифорова, Д.Николаева, М.Федотова, А.Иванова, Н.Кузьмина, К.Захарова, Т.Абашидзе тата ыттисем те. Пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан программăпа тытакан экзамена та ачасем ăнăçлă тытнă. Унсăр пуçне Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслÿ ĕçĕсенче пуçламăш классене вĕрентекенсем: Т.Степанова, М.Михеева, М.Сотникова пысăк кăтартусем кăтартнăшăн ТОП-500 йышне кĕме пултарнă. Акă çак шкулта вĕрентекен Оксана Вениаминовна Васильева ачасене технологи предметне вĕрентет, хĕрачасене çĕвĕ ĕçне алла илме хăнăхтарать, пурнăçра кирлĕ япаласене ăсталама вĕрентет ?ÿкерчĕк çинче/. Мĕн тĕрлĕ илемлĕ япаласем тума пĕлмеççĕ-ши вĕсем, илемлĕ пĕчĕк шăрçасенчен те тĕрлĕ япаласем ăсталама вĕренеççĕ, çемçе теттесене те хăйсемех çĕлеме пĕлеççĕ, тĕрĕ тĕрлессипе те ăста вĕсем. Хăйсем ăсталанă япаласемпе Раççей шайĕнчи олимпиадăсене тăратса призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ. 

Пĕтĕмлетсе каласан çитĕнÿ коллективпа туслă ĕçлемесĕр, тăрăшмасăр пулманни паллă. Çапла вара вĕсене малашне ăнăçусем сунар.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика