АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшакана ĕç хăех тупать

22 октября 2016 г.

Мĕн акса-лартса илнине пÿлмене тахçанах хунă ĕнтĕ. Сутмаллине вырнаçтарнă. Нумай хуçалăхсенче çитес çул акма вăрлăх хатĕрлеме тытăннă. Акă район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.НИКОЛАЕВ ертсе пыракан рейд бригади - вĕсен йышĕнче - ертсе пыракан специалист-эксперт-агроном Н.ШАНИНА; «Раççей ялхуçалăх центрĕ» федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмарти уйрăмĕн начальникĕн заместителĕ Л.ИВАНОВА; хаçат редакцийĕн пай редакторĕ А.НИКОЛАЕВА каллех çула тухрĕç. Хальхинче «Владина-Агро» тулли мар яваплă обществăна çитрĕç. Ку хуçалăх икĕ район çĕрĕпе усă курса тухăçлă ĕçлесе пырать. Пирĕн районта 805 гектар çинче пĕрчĕллĕ культурăсем çитĕнтерсе пухса илет. Куславкка районĕн çĕрĕ çинче 500 гектарпа усă курать. Унăн генеральнăй директорĕ Евгений Владимирович Петров, ĕç тăвакан директорĕ Николай Никонович Мартынов. Эпир вĕсен хуçалăхне пынă кун кунта тăрăшсах урпана вăрлăхлăх тасатса хатĕрлетчĕç. «Раççей ялхуçалăх центрĕ» федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмарти уйрăмĕн начальникĕн заместителĕ Л.ИВАНОВА урпан шăтаслăхне, тасалăхне тата ытти пахалăхне тĕрĕслеме илчĕ. Тыррăн пахалăхĕпе рейд бригадинчи ытти яваплă çынсем те интересленчĕç. 

«Пĕрчĕллĕ культурăсене çанталăк сивĕтсе кайиччен алласа тасатас тетпĕр. Агротехника требованийĕсене тĕрĕс пурнăçласа пырсан тухăç та савăнтарать. Çавăнпа та эпир ăна çирĕп тытса пырас тетпĕр. Унсăрăн мĕн ĕçлени сая каять. Çакна кунта вăй хуракан рабочисем те лайăх ăнланаççĕ. Мĕн хушнине пĕтĕмпех тĕплĕн пурнăçлаççĕ. Кĕскен каласан, эпир пĕр-пĕрне ăнланса, туслăн вăй хуратпăр», - тет Николай Никонович. «Туслăхра - вăй» теççĕ. Пушă выртакан çĕрсене те пусă çаврăнăшне кĕртессипе нумай вăй хураççĕ ку хуçалăхра.
Пирĕн районти Энтрияль ял тăрăхĕнчи пушă выртакан çĕре арендăна илсе ĕçлеççĕ. Ĕçлекене ĕç хăех тупать тенĕ пекех ĕнтĕ çакă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика