АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ ыйтусем çине - тивĕçлĕ хуравсем

22 октября 2016 г.

Тĕрлĕ ыйтусем çине - тивĕçлĕ хуравсем

Октябрĕн 19-мĕшĕнче пирĕн районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн тĕп темисем: Чăваш Республикин территорийĕнче 2016 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнче иртнĕ пĕрлехи суйлав пĕтĕмлетĕвĕсем, Чăваш Республикинче çул-йĕрсем çинче транспортпа çыхăннă пăтăрмахсем пирки тата право йĕркисене тытса пырса хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, 2016-2017 çулсенче Чăваш Республикин территорийĕнче кĕркуннехи-хĕллехи вăхăтра пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес мероприятисене пурнăçласси, 2017 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн пыракан çырăнтару кампанине активлă ирттересси. 

Пĕрлехи информаци кунне Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин вĕрентÿ сферинчи надзорпа контроль енĕпе ĕçлекен управленийĕн начальникĕ М.Федотов, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, унăн заместителĕсем: райадминистрацин строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ А.Михайлов, организаципе контроль тата кадрсемпе ĕçлекен пай начальникĕ Н.Павлов тата ытти яваплă çынсем хутшăннă. Вĕсем Чулкас, Чупай, Пинер, Энĕшпуç, Шăхаль ял тăрăхĕсене çитсе унта пурăнакансемпе, ĕççыннисемпе тĕл пулнă. 
Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов ертсе пыракан ушкăн Энĕшпуç ял тăрăхне çитсе унти строительство объекчĕсемпе паллашнă, ĕççыннисемпе тĕл пулса актуаллă ыйтусене сÿтсе явнă. Информушкăн членĕсем асăннă ял тăрăхĕнчи Чакинская, Васильев урамĕсенче çул-йĕр строительствин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Кунти ĕçсене хальхи вăхăтра «Гарант» тулли мар яваплă общество пурнăçлать. Çулăн тăршшĕ 1200 метр. Асăннă çул-йĕре вак чул сарассипе ĕçсем пыраççĕ, çулăн икĕ айккипе çынсем çÿремешкĕн тротуар тăваççĕ. Асăннă объекта çитес çул вĕçлеме палăртнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов асăннă çул-йĕр çинче ĕçлекен подрядчике ĕçсене вăхăтпа палăртнă тăрăх пурнăçламаллине каланă. Унтан ĕçлĕ ушкăн Культура çуртне хăпартакан строительство объектĕнчи ĕçсемпе паллашнă. Малалла ĕçлĕ ушкăн Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула çул тытрĕ. Кунта вĕрентекенсемпе пĕрле Пĕрлехи информаци кунĕн темисене сÿтсе яврĕç. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов сентябрĕн 18-мĕшĕнче иртнĕ пĕрлехи суйлав кунне пĕтĕмлетрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, пирĕн районтан асăннă суйлава 68,02 процент суйлавçăсем хутшăннă. Александр Иванович çавăн пекех районта пысăк активлăхпа палăрнă суйлав участокĕсене асăнса хăварчĕ. Унпа пĕрлех вăл пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсем пирки те чарăнса тăчĕ. Кăçалхи çул пирĕн районта 15 пушар пулнă, ку иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан сахалрах. 
Хутса ăшăтмалли сезон пуçланнă май, вырăнти халăха пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмаллине, электричество, газ приборĕсемпе тĕрĕс усă курмаллине, асăрхануллă пулмаллине каласа хăварчĕç. Тепĕр çивĕч ыйтусенчен пĕри вăл - çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ. Александр Иванович статистика даннăйĕсене илсе кăтартнă тăрăх, юлашки вăхăтра пирĕн районта эрех-сăра ĕçсе минренĕ водительсем руль умне ларни. Çавна май çул-йĕр çинче инкек-синкек ытларах пулать. Çул-йĕр правилисене кашнин пăхăнмаллине, эрех-сăра ĕçсе ларма юраманнине, çамрăксемпе ку енĕпе ытларах профилактикăлла ĕçсем ирттермеллине палăртрĕ А.Тихонов. 
«Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ З.Павлова 2017 çулхи пĕрремĕш çур çула хаçат-журнал çырăнасси пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Вăл кăçалхи октябрĕн 13-23-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри çырăнтару вунăкунлăхĕ иртни пирки чарăнса тăчĕ. Çавна май çак тапхăрта хаçат-журналсене йÿнĕрех хакпа çырăнма май пур. Сăмахран, «Хĕрлĕ ялав» хаçата çак вăхăтра 348 тенкĕ те 66 пуспа çырăнма пулать. Зинаида Ермогеновна вĕрентекенсене çырăнтару кампанине активлă хутшăнма, районта, республикăра тухса тăракан пичет кăларăмĕсене районти почта уйрăмĕсенчен çырăнса илме пулнине каларĕ. Вăл çавăн пекех «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн кăçалхи çулĕ юбилейлă пулнине палăртрĕ. «Хĕрлĕ ялав» хаçат тухма пуçланăранпа кăçалхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче 85 çул çитет. Çавна май районти шкулсем хушшинче «Ĕççыннин çулталăкне» тата «Кино çулталăкне», район хаçачĕн кун-çулне, унта ĕçленĕ пултаруллă та талантлă журналистсене халалласа стена хаçачĕсен конкурсне ирттересси çинчен пĕлтерчĕ. Конкурса тăратнă стена хаçачĕсене ноябрĕн 10-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Чи пултаруллисене парнесем кĕтеççĕ. 
Ĕçлĕ ушкăн çавăн пекех асăннă ял тăрăхĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче пулчĕ, кунти ĕç-хĕлпе паллашрĕ. Вĕсене хумхантаракан ыйту - асăннă офисра врач çукки. Çавăн пекех кунта юсав ĕçĕсем те пурнăçламалла. Çакă тата ытти ыйтусене райадминистрацин пуçлăхĕ А.Тихонов контроле илчĕ, вĕсене çитес вăхăтра татса пама каларĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.ЕЛАКОВА, Н.ШИШКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика