АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр пушă выртмасан ял аталанать

19 октября 2016 г.

Çĕр пушă выртмасан ял аталанать

Шăплат ялĕ район центрĕнчен аякра вырнаçнă.  Яла пырса кĕрсенех чĕрĕлĕх палли туйăнать, мĕншĕн тесен ял варрипе асфальтлă çул, кашни кил умĕнче  тенĕ пекех çăмăл автомашинăсемсĕр пуçне ялхуçалăх техникисем лараççĕ.  Купăста пуçĕсене тиенĕ пĕр трактор тележки те пур. Теприсем алăпа туртмалли  урапапа хăйсен хапха умне килсе тăкнă тислĕке пахчана турттараççĕ. Кĕскен каласан, ял халăхĕ  пуçĕпех ĕçе кÿлĕннĕ. Çĕр çынни тăрăшсан ял аталанать.

Малтанхи çулсенче ял ХХV партсъезд ячĕпе хисепленекен совхоза кĕнĕ пулнă. Коллективпа ĕçленĕскерсем хуçалăхсем салансан та аптраса ÿкмен, хăйсем тĕллĕн ĕçлеме тытăннă. Çĕр ĕçне хăнăхнăскерсем паянхи кун та тĕрлĕ пахча-çимĕç çитĕнтерсе сутса укçа-тенкĕллĕ пулаççĕ. Ытларах кунта купăста çитĕнтереççĕ. Ку хутĕнче рейд бригади Венямин Витальевич Андреев хуçалăхĕнче пулчĕ. Вĕсем уйра купăста касатчĕç. Ку ĕçпе вĕсем 1994 çултанпах тăрăшаççĕ. Малтанхи вăхăтра 11,5 гектар çинче акса-лартнă пулсан, халĕ пай çĕрне тепĕр 6 гектар арендăна илнĕ. Кашни çулах тĕрлĕ сортлă купăста лартаççĕ, кăçал вара «Парус», «Валентина» сортсем ăнса пулнă. Ĕç-хĕл пирки калаçса кайнă май Венямин Витальевич пире çапла каларĕ: «Пирĕн сĕтелĕмĕр çине çăкăр мĕнле йывăрлăхпа килнине çĕр çинче ĕçлекенрен лайăхрах пĕлекенни çукрах пулĕ. Вĕсем çеç пĕр-пĕрин ĕçне ăнланаççĕ, çавăнпа эпир пĕр-пĕрне яланах пулăшма тăрăшатпăр. Маларахри çулсенче çемьепе пĕрле ытларах ĕçлеттĕмĕр. Халĕ мăшăрăм, Наталия, виççĕмĕш ачапа - ултă уйăхри Варварăпа килте ларать. Аслă ывăл - Виталий Шупашкарти коопераци институтĕнче, хĕрĕм Вика 10-мĕш класра вĕренеççĕ. Уйра ĕçлеме ытларах тăвансем пулăшаççĕ, каларăм ĕнтĕ фермерсем хушшинче пĕр-пĕрне пулăшатпăр. Паянхи çĕнĕ саманара уй-хирти, фермăри пĕтĕм ĕçе туллин механизациленĕ пулсан та ĕлĕкхи вăхăтри пекех производствăра тĕп вăй - çынсем тесе шутлатăп. Çавăнпа та районта иртекен ялхуçалăх ĕçченĕсен кунĕпе пурне те саламлатăп», - терĕ вăл тулли кăмăлпа.
Пĕр гектар пуçне 300 центнер купăста касса илнĕ вĕсем. Ку пахча-çимĕçе ăçта сутнипе интересленсен кăштах кулса илчĕ те: «Ăçта май килет - çавăнта», - терĕ. Çапла ĕнтĕ кашни ĕçĕн хăйĕн вăрттăнлăхĕ - кама кирлĕ çавă туянать. Хальхи вăхăтра юлашки гектарсем çинчи купăстана касаççĕ. 
Рейд бригади:
Н.НИКОЛАЕВ, райадминистрацин ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ; 
Н.ШАНИНА, ертсе пыракан специалист-эсперт-агроном;
Л.ИВАНОВА, «Раççей ялхуçалăх центрĕ» федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмарти уйрăмĕн 
начальникĕн заместителĕ;
А.НИКОЛАЕВА, хаçат редакцийĕн пай редакторĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика