19 октября 2016 г.
Кăçалхи октябрĕн 6-9-мĕшĕсенче Пенза хулинче Атăлçи федераллă округра шывра ишессипе мала тухассишĕн чемпионат иртнĕ.
Çивĕч кĕрешĕве Чулхула, Оренбург, Самара, Киров облаçĕсенчен Удмурт, Тутарстан, Пушкăрт, Мари Эл Республикисенчен чи пултаруллă тĕнче класлă спорт мастерĕсемпе Раççей спорт мастерĕсем хутшăннă.
Чăваш Республикин чысне, Ачасемпе çамрăксен Вăрмарти «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕн воспитанникĕсем ?тренерĕ И.Алешин% хÿтĕленĕ. И.Голубев 200 тата 100 метрсене комплекслă майпа, 800 метра ирĕклĕ майпа тата 50 метра баттерфляй мелĕпе ишсе виççĕмĕш вырăнсене тухнă. Республика пухмачне 4 кĕмĕл медальпе пуянлатнă.
Раççей спорт мастерĕ Ольга Иванова çитĕнсе çитнисем хушшинче ишсе ăмăртнă. 50 тата 200 метрлă дистанцисене çурăм çинче ишессипе республикăн рекордне çĕнетнĕ. Тăваттăмĕш тата пиллĕкмĕш вырăнсене йышăннă.
Игорь Алешинăн тепĕр çамрăк воспитанници Валерия Твердова та çитĕнÿсен çÿлĕпе малалла çирĕппĕн утать. Кăçалхи сентябрь уйăхĕнче Шупашкарта ирттернĕ «Ылтăн кĕркунне» ăмăртура тата чемпионатра вăл 50 тата 200 метрлă дистанцисене брасс енĕпе ишсе 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсене йышăннă.
Пултаруллă ишевçĕ халĕ кăçалхи октябрĕн 26-28-мĕшĕсенче арçын ачасемпе хĕр ачасем хушшинче мала тухассишĕн Пензăра ирттерекен уçă чемпионата хутшăнма хатĕрленет.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ.