19 октября 2016 г.
Чăваш халăх писателĕ Василий Степанович Алентей ?Кĕтеснер ялĕ/ çуралнăранпа октябрĕн 16-мĕшĕнче 97 çул çитрĕ. В.Алентей проза мастерĕ, поэт, публицист тата критик. Василий Степанович Вăрмар район хаçачĕн, Чăваш кĕнеке издательствин, «Тăван Атăл» редакторĕ пулса ĕçленĕ. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçине те хутшăннă, йывăр аманнă.
Кĕтеснер ялĕнчи библиотекăра В.Алентее халалласа «Çĕр ĕçченне мухтанă ентеш» ятпа литература каçĕ иртнĕ. Библиотека заведующийĕ мероприятие Г.Матвеевăн «Яланах асра Василий Алентей» сăввинчен пуçланă. Писателĕн биографийĕпе паллаштарнă хыççăн библиотекарь ачасене унăн прозăри пултарулăхĕпе паллаштарнă. В.Алентейăн юратнă жанрĕсем - калав, повеç, роман, очерк. Произведенисен тĕп теми - салтаксен фронтри кун-çулĕ, ял пурнăçĕ. Тĕп геройĕсем - салтаксем, ял ĕçченĕсем, тыр пул çитĕнтерекенсем. В.Алентейăн «Пĕр кăкран» очеркри пайĕсене ачасем савăнсах итленĕ. Мероприяти валли «Манăçми Алентей» кĕнеке куравĕ хатĕрленĕ. В.Алентейăн кĕнекисем - Кĕтеснер ял çыннисемшĕн кăна мар, пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн пысăк пуянлăх.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: С.Скворцова.