АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрхи кĕвĕсем янăрарĕç

19 октября 2016 г.

Кĕрхи кĕвĕсем янăрарĕç

Кĕркунне - çулталăкри чи хитре вăхăт.  Вăл пире нимĕнпе танлаштарайми туйăмсем парнелет. Çутçанталăк хăйне евĕрлĕ тум тăхăнать, пире хăйĕн илемĕпе тыткăнлать.  Йывăçсем çинчи çулçăсем тĕрлĕ тĕслĕ сăрăсем туяннă тейĕн, хĕрлĕ, сарă, хăмăр, кĕрен, симĕс  тĕслĕ. Ылтăн кĕркунне вырăс поэчĕсен чи юратнă вăхăчĕ. Çак темăпа нумай сăвă çырнă вĕсем.

Ача садне çÿрекен ачасем пуринчен ытла мĕн кĕтеççĕ-ха; Паллах, уяв. Вăрмар поселокĕнчи 2-мĕш номерлĕ ача сачĕн воспитателĕсем Э.Васильева, М.Захарова иртнĕ кунсенче кунта ылтăн кĕркуннене халалласа «Кĕрхи кĕвĕсем» сăвăсен конкурсне йĕркеленĕ. Аслă ушкăнри тата иккĕмĕш кĕçĕн ушкăнри ачасем активлă хутшăнчĕç кунта. Урамра сивĕ пулнă пулсан та, ача садĕнчи залра вара ăшăлăх, ыркăмăллăх хуçаланчĕ. Ачасем кĕркунне çинчен сăвăсем каланă, юрăсем юрланă. Конкурс вĕçленсен вара вĕсене дипломсемпе, мухтав хучĕсемпе наградăланă.
Хĕвел сахалрах та сахалрах хĕртет, çутçанталăк хĕллехи ыйха путма хатĕрленет. Воспитательсем вара хăйсен ырă йăлине малалла тăсма кăмăл турĕç, тепĕр конкурса хĕллене халаллама калаçса татăлчĕç.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.ВАСИЛЬЕВА, М.ЗАХАРОВА, «Колосок» ача сачeн воспитателeсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика