19 октября 2016 г.
Чăваш Енри шкулсене, Пĕтĕм Раççейри чи лайăх шкулсем шутне кĕнисене, пысăк çитĕнÿсемпе палăрнăшăн 1 миллион тенкĕ преми пама йышăннă. Кун пирки октябрĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев республикăри районсемпе хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ видеоканашлура Указа алă пусса çирĕплетнине пĕлтернĕ.
Çакăн пек ĕç хутне шкул директорĕсен, учительсен сĕнĕвĕсене шута илсе йышăну тунине асăннă. Пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă директорсене, учительсене регион Пуçлăхĕ тав тунă. «Ытти шкулсен çак тĕслĕхе тĕпе хурса ĕçлемелле», - тенĕ вăл сăмаха тăсса. Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Ю.Исаев Чăваш Ен Пуçлăхне М.Игнатьева республикăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулсене аталанма пысăк витĕм кÿнĕшĕн ырланă. Аса илтеретпĕр, чи лайăх шкулсем ята Чăваш Енрен ялти 8 шкул тата 9-шĕ хуларисем тивĕçнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Министрсен Кабинечĕн шайĕнче республика бюджечĕ 2017 çул валли виççĕмĕш хут шайлашăннине палăртнă. Виçĕ çул валли йышăнакан бюджет проектĕнче Чăваш Енре пурăнакансен социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене татса пама программăсене тĕпе хурса йышăннисене, ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн çитес ларăвĕнче пăхса тухассине те пĕлтернĕ. Муниципалитет пуçлăхĕсене тĕрлĕ конкурссене ирттерме ĕç хучĕсене пысăк шайра йĕркелесе тăратма хушнă республика Пуçлăхĕ. «Патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - халăха общество хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси. Тăнăç политика лару-тăрăвне тытса пырасси. «Çынсен ыранхи куна яланах ĕненсе пурăнмалла», - тенĕ М.Игнатьев.
Октябрĕн 12-мĕшĕнче Мускавра «ДорогаЭкспо - 2016» Халăхсем хушшинчи курава хутшăннине аса илнĕ. Унта пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан пысăк технологиллĕ çул-йĕр хатĕрĕсене йĕркелесе тăратнине пĕлтернĕ. «Пирĕн пысăк тавар тиенĕ автомашинăсене, енчен те вĕсен йывăрăшĕ ятарлă виçерен иртсе каять пулсан, штраф тÿлеттермелле е тата ытти майсем тумалла», - тенĕ вăл.
М.Игнатьев Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви пирки чарăнса тăнă, малашне ĕçсене тата та тухăçлăрах ĕçлесе пыма тĕрлĕ майсем йĕркеленнине каланă. РФ федераци бюджечĕпе килĕшÿллĕн, Чăваш Республикине вăрçă ветеранĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтерме 2016 çулта 11,85 млн тенкĕ пăхса хăварнă, 2017 çул валли - 99,01 млн уйăрма йышăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ РФ Правительствине ветерансен пурнăç условийĕн шайне ÿстерме витĕм кÿнĕшĕн ырласа тав тунă. Сăмах май ЧР ĕçпе социаллă хÿтлĕх министерствине, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен пуçлăхĕсене асăннă ыйтăва çивĕч тĕрĕслевре тытма хушнă. ЧР ял хуçалăх министрĕ С.Артамонов республикăри уй-хир ĕçĕсем пирки чарăнса тăнă. Вăл пĕтĕмĕшле регионта вырма ĕçĕсем йĕркеллĕ пулса пынине пĕлтернĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: ЧР ПА пресс-служби.