АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Полици ĕçченĕсем тăхăр уйăхри ĕçе пĕтĕмлетрĕç

19 октября 2016 г.

Полици ĕçченĕсем тăхăр уйăхри ĕçе пĕтĕмлетрĕç

РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕнче 2016 çулхи 9 уйăхри ĕçе пĕтĕмлетнĕ. Кăçалхи 9 уйăхра регистрациленĕ преступленисем пĕлтĕрхипе танлаштарсан 217 преступленирен 245 таранччен, ют пурлăха çаратассипе çыхăннă преступленисем 70-рен 85 таранччен, сывлăха сиен кÿнĕ преступленисемпе хĕненисем 30 преступленирен 44 таранччен ÿснĕ.

Регистрациленĕ 245 преступленирен 192-не уçса палăртнă. Уйрăмах йывăр преступленисене, хĕненисене, çаратассисене, мăшкăлланисене, çул-йĕр çинче çÿремелли правилăсене пăснипе çыхăннă, коррупци сĕмĕллĕ преступленисене уçса палăртнă.

Вăрмар тата Тăвай районĕсен территорийĕнче вĕлернине, хулиганла ĕçсем тунине, хĕç-пăшалпа, сирпĕтмелли хатĕрсемпе çыхăннă, коррупци сĕмĕллĕ преступленисене регистрацилемен. Полици сотрудникĕсем профилактика ĕçĕсем ирттерни нумай тĕрлĕ преступленисен шутне чакарма пулăшнă. Çаратассине, наркотик çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисене, обществăлла вырăнсенче пулакан преступленисене уçса палăртассин кăтартăвĕсем лайăхланнă. Ирĕке тухнă çынсене социаллă пурнăç условийĕсене хăнăхтарассипе, пĕрре преступлени тунă çынсене тепĕр хутчен йăнăш утăм тăвассинчен сыхлассипе профилактика ĕçĕсем ирттереççĕ.

РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн сотрудникĕсем тăрăшнипе малтан судпа айăпланнă çынсем тепĕр хутчен преступлени çулĕ çине тăрассине 22,9 процент таранччен чакарнă /105 çынран 81 таранччен/. Çул çитмен ачасемпе çине тăрса ĕçленине кура вĕсем хушшинче пулакан преступленисене самай чакарма пултарнă. Çул çитмен ачасем иртнĕ çулхи 9 уйăхра 18 преступлени тунă пулсан, кăçал 2 кăна. Йĕркене пăснă 2 пулăмĕ те Тăвай район территорийĕнче пулнă. Çавăн пекех çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхпа çыхăннă ыйтусем çине те пысăк тимлĕх уйăрнă. 9 уйăх кăтартăвĕсем тăрăх çул-йĕр çинчи транспорт хатĕрĕсемпе çыхăннă пулăмсен шучĕ те 23-рен 17 таранччен чакнă. Çул-йĕр çинче пулнă инкексенче аманнă çынсен шучĕ 30-тан 16 таранччен сахалланнă, апла пулин те иртнĕ çул 2 çын вилнĕ пулсан, кăçал - 3. Çул çине автотранспорт хатĕрĕпе ÿсĕрле тухнăшăн 119 водителе тытса чарнă, айăпланă /иртнĕ çулхи 9 уйăхра - 91/. Наркотик тата психотроплă япаласен çаврăнăшĕпе кĕрешесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăратпăр. Январь-сентябрь уйăхĕсенче наркотикпе усă курассипе çыхăннă преступленисене тупса палăртассипе активлă ĕçленĕ, пурĕ 9 преступлени регистрациленĕ /иртнĕ çулхи çак тапхăрта - 6/. Пурте вĕсем Вăрмар район территорийĕнче. Малаллахи ĕçсене пурнăçласа уçса палăртман перступленисен шутне чакарса пыратпăр.

Пĕтĕмĕшле ĕçе тишкернĕ май пур енĕпе те лайăх кăтартусем тума пултарнă тесе мухтанаймăн. Ĕç эффективлăхĕ 86,6 процентран 84,6 процент таранччен чакнă. Çакă ют пурлăха вăрлассипе çыхăннă преступленисене тупса палăртасси чакнипе çыхăннă. Пĕтĕмĕшле ку енĕпе 85 преступлени регистрациленĕ, суда вара 52 кăна тăратнă. Юлашки вăхăтра право хуралĕн сотрудникĕсем телефон урлă пулакан ултавсем пирки заявленисем йышлă йышăнаççĕ. Интернет, мобильлĕ çыхăну, банк картисемпе çыхăннă ултавсем нумайланнине пула çакăн евĕр преступленисене уçса палăртасси чакнă. Оперативлă профилактика мероприятийĕсем ирттернине пăхмасăрах Вăрмар, Тăвай районĕсен территорийĕнче Интернет, мобильлĕ çыхăну, банк карттипе çыхăннă преступленисем нумайланнă. Яланхилле пекех çынсем право йĕркине пăсма хĕтĕртекенни - алкоголь, ÿсĕрле преступлени тунă çынсен шучĕ ÿснĕ.

Кăçалхи 9 уйăх кăтартăвĕсем тăрăх РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕ Чăваш Республикинче 63,29 балл пухса 4-мĕш вырăна тивĕçнĕ, Тăвай районĕнчи полици уйрăмĕ 63,47 балл пухса 3-мĕш вырăна тухнă.

 

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.КОНСТАНТИНОВ, РФ ШEМeн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрaмeн начальникe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика