АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ йышши алăксем, сĕтел-пукан ăсталаççĕ

19 октября 2016 г.

Çĕнĕ йышши алăксем, сĕтел-пукан ăсталаççĕ

Вăрмар район территорийĕнче ?малтан сĕтел-пукан фабрики пулнă/  Чулхулари «Докрос» /деревообрабатывающий комплекс России/ компанин Вăрмар районĕнчи  филиалĕ вырнаçнине район çыннисем пĕлеççĕ ĕнтĕ. «Докрос» компани рынокра 1995 çултанпа ĕçлет. Предприятин тĕп ĕçĕ - йывăçран пахалăхлă алăксем тăвасси.

«Докрос» компанин Вăрмар районĕнчи филиалĕн руководителĕ Владислав Михайлович Егоров. Паянхи кун йывăçран касса тĕрлĕ алăксем, сĕтел-пукан ăсталаççĕ кунта. Саккассене Мускав, Чулхула, Хусан, Зеленодольск, Шупашкар тата ытти хуласене те ăсатаççĕ. Кашни хуларах саккассемпе ĕçлекен ятарлă службăсем пур. Шăпах çак службăсем пуçтарнă саккассене пурне те Чулхулара пухаççĕ те филиалсем тăрăх салатаççĕ. Çав шутра «Докрос» компанин Вăрмар районĕнчи филиалне те. Йывăçпа ĕçлекен цехсенче 60 яхăн çын ĕçлет. Ытларах хĕрарăмсем. Арçынсем ытларах йывăçран тунă хатĕр япаласене пуçтарассипе ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра предприятире ятарласа ытлă-çитлĕ пурăнакансем валли паха йышши йывăçран хаклă алăксем тăвассипе ĕçлеççĕ. Çавăн пекех саккаспа краватьсем, комодсемпе шкапсем, ытти сĕтел-пукан та туса хатĕрлеççĕ. Район шайĕнче саккассене «Докрос» компанин Вăрмарти филиалĕнче тата район центрĕнче вырнаçнă Универмагра йышăнаççĕ. Ĕç вăхăтĕнче рабочисем валли пĕтĕм ĕç условийĕсем пур. Çутă çителĕклĕ, ĕç вырăнĕсене тĕрĕслесе тăраççĕ, рабочисемпе ĕç хăрушсăрлăхĕ пирки инструктаж ирттереççĕ. Ĕç килĕшĕвĕпе ĕç вăхăтĕнче рабочисем 15-шер минут канса та илеççĕ. Акă сĕтел-пукан пуххине пуçтаракансем Юрий Чернов çак предприятире 10 çул, Дмитрий Иванов 8 çул, Константин Сидоров 6 çул ĕçлеççĕ /ÿкерчĕк çинче/.
Ĕç укçине вара ĕç калăпăшне кура тÿлеççĕ. Ĕç кĕрлесе тăнă чухне, саккассем нумай пулнă вăхăтра хавхалантарса хушса тÿлеççĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика