08 октября 2016 г.

Ватăсен кунĕнче район администрацийĕн ЗАГС пайĕ Вăрмар поселокĕнче пурăнакан, пурнăçăн анлă çулĕпе пĕр-пĕрне ăнланса, юратса, 60 çул хушши пĕрле алла-аллăн утса пыракан хисеплĕ мăшăра, Раиса Арсентьевнăпа Николай Михайлович Михайловсене чĕререн саламларĕ.
Райадминистрацин ЗАГС пайĕн начальникĕ В.Волкова тата Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.Виссарионов çак сумлă уяв кунĕнче вĕсен ячĕпе чи ырă та ăшă сăмахсем каларĕç. Юбилярсене райадминистрацин пуçлăхĕ А.Тихонов ятĕнчен Салам адресне панă. Йăлана кĕнĕ йĕркепе хисеплĕ мăшăр Вăрмар районĕнчи çемье юбилярĕсен Хисеп кĕнекинче алă пуснă.
60 çул пĕрле. Вĕсене бриллиант туйпа саламлаççĕ. Бриллиант вара чи хаклă та илемлĕ чулсенчен пĕри. Шăпах вăл тасалăхпа çутăлăх символне кăтартать. Пысăк та çăлкуç пек тапса тăракан таса юратăва бриллиантпа танлаштараççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем ăна 60 çул хушши упраççĕ. Николай Михайловичпа Раиса Арсентьевна 3 ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паянхи кун вĕсем 6 мăнукпа тата 4 кĕçĕн мăнукĕпе савăнса пурăнаççĕ.
Калас пулать, паянхи юбилярсен хутшăнăвĕсем - икĕ çын хушшинчи чи илемлĕ хутшăну тĕслĕхĕ. Михайловсен çемйи вара шăпах çакна çирĕплетекен çемье.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Е.ИЛЛАРИОНОВА, райадминистрацин ЗАГС пайeн специалисчe.