08 октября 2016 г.
«Ытарайми çыннăмăрсем, асран кайми учительсем...», - тесе янăраççĕ чăваш композиторĕ А.Никитин кĕвĕленĕ «Тавах сире, учительсем» ятлă юрă сăмахĕсем. Чăн-чăнах ытарайми вĕсем пирĕн учительсем. Мĕн пĕрремĕш класран пуçласа юлашки шăнкăравччен вĕсем пире тĕрлĕ енлĕ пĕлÿ илме, çутçанталăка юратма, тăван çĕршыв ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеме, ырă чунлă пулма вĕрентсе çитĕнтереççĕ. Вĕсен ытарайми ăшшăн пăхнă куçĕсем, урок ăнлантарнă чухне пĕр тикĕссĕн лăпкăн янăранă сассисем, тăван аннесем евĕр пирĕншĕн пăшăрханнисем кашни ачан чĕринче яланлăхах юлаççĕ, нихăçан та асран тухмаççĕ.
Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти педагогсен коллективĕнче ĕçлет кĕçĕн классене вĕрентекен Эллада Ивановна Николаева. Вăл ытти вĕрентекенсем пекех пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе палăрса тăрать. Çак пахалăх, уйрăмлăх ачасем еплерех пулассине, вĕсем вăй-халĕпе туллин усă курма пултарассине, пурнăçра хăйсен вырăнне тупассине нумай чухне педагогика ĕçченĕсенчен питĕ нумай килнине мала хурса туса пырать хăйĕн ĕçне хисеплĕ педагог. Эллада Ивановна 1972 çулхи январĕн 11-мĕшĕнче Энĕшпуç ялĕнче Зинаида Васильевнăпа Иван Николаевич Дмитриевсен çемйинче çуралнă. 1978-1989 çулсенче Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулта яланах чи хастар, чи пултаруллă ачасен хушшинче пулнă вăл, шкула та «5» паллăсемпе вĕренсе тухнă. Лайăх вĕреннисĕр пуçне спортпа та туслă пулнă, 1986-1987 çулсенче республикăра иртекен 34, 35-мĕш туристсен çуллахи «Манăн çĕршывăм - СССР» ятлă ăмăртăвĕсенче активлă хутшăнса ЧАССР çутĕç министрĕн А.Никитинăн, Чăваш облаçĕнчи ДСО «Урожай» председателĕн В.Шоркинăн Хисеп грамотисене илме тивĕçлĕ пулнă. Энĕшпуç шкулĕн паллă музейĕ çумĕнчи «Азимут» ятлă шырав клубĕн активлă членĕ пулнă вăл. И.Криковăн «Ведай край свой Шоркистры» кĕнекинче хастар хĕрачан сăнÿкерчĕкне курма пулать. Вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Канаш хулинчи педагогика училищине вĕренме кĕрет вăл. Пĕр вырăнта ларма-тăма пĕлменскер обществăлла ĕçсенче, тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсенче активлă хутшăнать. 1992 çулта училищĕне хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтерсен Çĕнĕ Вĕренерти пуçламăш шкулта заведующинче ĕçлеме пуçлать. 2007 çулччен кĕçĕн класри ачасене пĕлÿ парас ĕçре тăрăшать. 1996-2000 çулсенче куçăмлă майпа И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен педагогика университетĕнчен ăнăçлă вĕренсе пĕтерсе диплом алла илнĕ. 2007-2008 çулхи вĕренÿ çулĕсенче Урнар шкулĕнче тăрăшнă. 2008 çултанпа вара Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта хăйĕн чĕре ăшшине ачасене парса ĕçлет. Кирек хăш шкулти ачасене вĕрентсен те Эллада Ивановна вĕсем ăслă-тăнлă, çирĕп сывлăхлă ÿсчĕр, паха пĕлÿ илччĕр, спортпа туслă пулччăр, ăс-хакăлпа кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен йĕркеллĕ аталанччăр, çĕршыва юрăхлă çын пулса çитĕнччĕр тесе мĕн кирлине пурне те тума тăрăшнă, тăрăшать те, вăй хунă, малалла та хурать те. Сăпайлă вĕрентекен нумай-нумай дипломсем, грамотăсем илме тивĕçлĕ пулнă. Вĕсен хушшинче «Хамăн чĕрене ачасене паратăп» ятлă конкурсра 2008, 2014 çулсенче çĕнсе илнĕ дипломсем, 2010 çулта районта иртнĕ «Учитель года-2010» конкурсра тивĕçнĕ диплом, 2011 çулта районта иртнĕ чи лайăх класс руководителĕсен конкурсĕнче иккĕмĕш вырăншăн çĕнсе илнĕ грамота тата нумай-нумай паха хутсем. Чи пахи вара аслă категориллĕ вĕрентекеншĕн професси ăсталăхĕшĕн, суйласа илнĕ ĕçе тата ачасене чунтан юратнăшăн, вĕсене тарăн пĕлÿ парас тесе ырми-канми тăрăшнăшăн 2013 çулта райадминистраци пуçлăхĕн Хисеп грамотине илме тивĕçлĕ пулни. Хăйĕн ĕçне çакăн пек хакланишĕн хавхаланса Эллада Ивановна татах та пĕлÿ пахалăхне ÿстерсе ачасене пĕлÿ тĕнчинче ирĕклĕн тата хăюллăн çÿреме пулăшса пырать. Кашни çулах пултаруллă педагог хăйĕн вĕренекенĕсемпе республикăра тата районта иртекен конкурссенче, олимпиадăсенче хутшăнса лайăх кăтартусем çĕнсе илеççĕ. Акă хăш-пĕр тĕслĕхсем: Урнар шкулĕнче вĕрентнĕ вăхăтра Алексей Трофимов районта иртнĕ интеллектуаллă вăйăра хутшăнса малти вырăн йышăннă. Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем - 2013 çулта республикăра иртнĕ предметсен олимпиадинче Дарья Тимофеева хăвăрт тата таса вуланăшăн 2 степеньлĕ диплом, 2014 çулта Анна Ефремова вырăс чĕлхипе куçăмсăр майпа иртекен Пĕтĕм Раççейри «Интеллект-экспресс» уçă конкурса хутшăнса пĕрремĕш вырăн йышăннă, диплома тивĕçнĕ. Эллада Ивановна савнă мăшăрĕпе Станислав Алексеевичпа икĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Аленăпа Виктория хĕрĕсем амăшĕ пекех ĕçчен те хастар, пĕтĕм ĕçе тĕплĕн пурнăçлаççĕ. Амăшĕ вĕсемшĕн яланах пурнăç тыткăчи пулса тăрать. Эллада Ивановнан ырă чĕри малалла та хăйĕн тăван хĕрĕсемшĕн те, хăй вĕрентекен ачисемшĕн те çĕр айĕнчен çăл куç тапса тăнă пек тапса тăтăр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.ГРИГОРЬЕВА.