АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тумхахлă та мухтавлă çулпа»

08 октября 2016 г.

«Тумхахлă та мухтавлă çулпа»

/Малалли. Пуçламăшĕ 44, 48, 52, 53, 55, 57, 59, 61, 63, 64, 65, 67, 69, 70, 72, 73, 75, 77, 79-мĕш номерсенче/.

Алевтина Васильевна НИКОЛАЕВА.
Вăрмар районĕнчи Çитмĕш ялĕнче 1955 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнче çуралнă. 1973 çулта Кĕлкешри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Малтан Вăрнарти совхоз-техникума, 1994 çулта Чăваш ялхуçалăх институчĕн агрономи уйрăмне заочно майпа вĕренсе пĕтернĕ.
1975 çулхи сентябрĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа 1999 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕччен районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче корректорта 24 çул пĕр улшăнмасăр тÿрĕ кăмăлпа вăй хунă. Сахал вăхăт мар ку. Малтанхи çулсенче корректорта вуншар çын вăй хунă. Анчах вĕсем пĕри те 2-3 çултан мала тытăнса тăрайман. Алевтина Васильевна çак тапхăрта район хаçачĕн ĕçне пĕтĕмпех кÿлĕннĕ. Вăл кашни номерĕ вулакансем патне йĕркеллĕ çиттĕр, содержани енчен пуян пултăр тесе хăйĕн мĕнпур тăрăшулăхне панă. Хаçата йăнăшсăр кăларма хăнăхса пынă.
- Корректорта ĕçлес тесен, чăваш чĕлхине, грамматикине лайăх пĕлес пулать, учительтен пĕрре те кая мар, - тетчĕç вăл корректорта ĕçленĕ вăхăтра пĕрле ĕçлекенсем. Пĕр вăхăт элеваторта производствăпа технологи лабораторийĕн начальникĕ пулса ĕçлерĕ.
2002 çулхи апрель уйăхĕнчен хаçат корреспонденчĕ.
2005 çултанпа «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн ялхуçалăх пайĕн редакторĕ пулса тăрăшать. 2006 çулта вăл РФ Журналисчĕсен союзĕн членне кĕрет. Хăйĕн ĕçне яланах пысăк яваплăха туйса пурнăçлать. 2014 çултанпа вара ялхуçалăхпа социаллă политика пайĕн редакторĕнче ĕçлеме тытăнать. Хаçата хатĕрлекен кашни материала тĕрĕс те вăхăтра калăпласа çитерет. Хаçат страницисенче ытларах вăл ялхуçалăхпа çыхăннă актуаллă ыйтусене çутатса парать, ялхуçалăх отраслĕнче тăрăшулăх кăтартнă паллă çынсем çинчен çырать. Кунпа пĕрлех Алевтина Васильевна массăллă информаци хатĕрĕсем хушшинче республика шайĕнче иртекен конкурссене тăтăшах хутшăнать. Ăна ЧР Культура министерствин, РФ массăллă коммуникаципе культура министерствин тата Раççей Культура ĕçченĕсен профсоюзĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. Паянхи кун та, пенсионер ятне илтнĕ пулсан та, А.Николаева «Хĕрлĕ ялав» хаçата мала ярассишĕн тăрăшса ĕçлет. Кирек епле çынпа та пĕр чĕлхе тупса статьясене илемлĕ чĕлхепе çырать, вулакансен кăмăлне туйма пĕлет.

/Малалли пулать/.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ, Раccей Журналисчeсен союзeн членe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика