АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçлĕ йышăнусем тунă

08 октября 2016 г.

Район администрацийĕн ларусен залĕнче çул-йĕр хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе  комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. 

Ларура юлашки 8 уйăх хушшинче Вăрмар район территорийĕнче пулнă авариллĕ лару-тăрупа çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă. Кунта ĕнтĕ тĕрлĕ сăлтавсене пула çул-йĕр çинче пулса иртекен синкерсем, район территорийĕнче ятарлă маршрутпа çÿрекен автобуссем çынсене турттарса çÿрессине йĕркелесси, районти çул-йĕр хуçалăхĕн предприятийĕсене тата автомашинăсем çÿремелли çул-йĕрсене кăçалхи хĕллехи тапхăра епле шайра хатĕрлесе çитернине пăхса тухнă. Çавăн пекех асăннă темăпа граждансенчен килнĕ ыйтусене те тимлĕхсĕр хăварман. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа Раççей Федерацийĕн ШĔМĕн ЧР çул-йĕр хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕн «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан И.Скворцова калаçнă. Иккĕмĕш ыйту çине райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ - строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ А.Михайлов тата «Чăвашавтотранс» патшалăх унитари предприятийĕн Вăрмарти автотранспорт предприятийĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ И.Якупов хуравланă. Тухса калаçакансем çапла пĕлтернĕ: 2015 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнчи 220-мĕш номерлĕ федераллă саккунпа килĕшÿллĕн муниципаллă нормативлă право докуменчĕсене йĕркелесе çитерессипе халĕ ĕçсем пыраççĕ. Виççĕмĕш ыйтупа подряд организацийĕсен представителĕсем тухса калаçнă, автомобиль çÿрекен вырăнти çул-йĕрсене хĕллехи тапхăра хатĕрлес ĕç епле пынипе паллаштарнă. Çапла, ларура тухса калаçнисене шута илсе комисси членĕсем пĕтĕмлетÿсем тунă. Унтан конкретлă йышăнусемпе çирĕплетнĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ШИШКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика