08 октября 2016 г.

Вăрмар район адмнистрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, унăн заместителĕ - экономика аталанăвĕпе промышленность тата суту-илÿ пайĕн пуçлăхĕ Н.Краснова Энтриялĕнчи «Е.Ю. Данилов» уйрăм çын предпринимателĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Предприниматель патĕнче кăмрăк çинче шашлăк пĕçермелли хатĕрсем /мангал/, стелькăсем, атă-пушмак тăхăнмалли калаксем /рожок/ туса хатĕрлеççĕ. Хатĕр продукцие Волгоград, Пенза, Тольятти хулисене ăсатаççĕ. Предприятире 6 çын ĕçлет. Александр Иванович производство цехĕсене пăхса тухрĕ, кунта ĕçлекенсемпе калаçрĕ. «Чăннипех те хам куçпа курса çирĕплететĕп: эсир кăларакан продукци çынсем хушшинче лайăх сарăлать, саккассем те пур», - терĕ А.Тихонов. Çавăн пекех калаçăва тăснă май Елена Юрьевна малашнехи ĕç планĕсем çинчен те каласа кăтартрĕ. Вăл Энтрияль ял тăрăхне кĕрекен пушă выртакан çĕрсене арендăна илнĕ. Çуркунне нумай ÿсекен курăксем акасшăн, сурăхсемпе сыснасем ĕрчетессипе тĕплĕ ĕçлесшĕн.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.НИКОЛАЕВА.