АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен пуласлăхĕ - вĕрентекенсен аллинче

08 октября 2016 г.

Ачасен пуласлăхĕ - вĕрентекенсен аллинче

Октябрĕн 4-мĕшĕнче районти  Культурăпа кану центрĕнче вĕрентÿ ĕçченĕсем хăйсен профессиллĕ уявне -  Учитель кунне паллă турĕç. Вĕрентекен вăл кашни çын пурнăçĕнче уйрăмах пысăк вырăн йышăнать, малашнехи тĕрĕс çул-йĕре суйлама пулăшать. Вĕрентекен вăл - пĕтĕм професси пуçламăшĕ. 

Чи малтанах Учитель кунĕ ячĕпе саламлама сцена çине район пуçлăхĕ М.Пуклаков хăпарчĕ. Сумлă професси çыннисене уяв ячĕпе саламласа вăл ырлăх-сывлăх, телей, кулленхи ĕçпе савăнса пурăнма сунчĕ. «Пирĕн тĕллев ялсенче шкулсене сыхласа хăварасси. Ял аталанăвĕнче шкул пысăк вырăн йышăнать. Учитель ĕç кунĕ хыççăн та хăйĕн ĕçне киле илсе килет. Вĕренекенсен çитĕнĕвĕсемпе савăнса пурăнмалла пултăр...», - терĕ М.Пуклаков. Вăл нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Хисеп грамотисемпе А.Мирошкинăна, Г.Васильева, Л.Цыфаркинăна чысларĕ. Çавăн пекех Михаил Анатольевич вĕрентекенсене сентябрĕн 18-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн суйлавĕсене хутшăннăшăн тав турĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов вĕрентекенсен ячĕпе нумай ырă сăмахсем каларĕ. «Пирĕн районти вĕрентекенсен пĕрлĕхĕ ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ парас ĕçре пысăк çитĕнÿсем тăвать. Вĕрентекен ĕçĕ çав тери йывăр, çапах та пархатарлă. Эсир кунран кун вĕренекенсем анлă тавра курăмлă пулччăр тесе тăрăшатăр. Тавах сире!» - терĕ Александр Иванович вĕрентекенсене ырă сунса. А.Тихонов район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парассишĕн тăрăшнăшăн Вăрмар район администрацийĕн Хисеп грамотисене Аслă Чакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ О.Иванов, Кивĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Т.Алексеева, Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Е.Степанова, Урнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти музыка учителĕ В.Сытина, Кĕлкешри пуçламăш класс ачисене вĕрентекен Л.Виноградова, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти аслă вожатăй Л.Беззубова, Урнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта математикăна вĕрентекен С.Федорова, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Т.Риманова тивĕçрĕç. 
Вĕрентÿ ĕçĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Иван Михайлович Иванова «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентÿ ĕçĕн хисеплĕ работникĕ» хисеплĕ ят пачĕç /ÿкерчĕк çинче/.
ЧР культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Т.Казакова та вĕрентекенсене саламларĕ. «Çултан çул учитель ĕçĕ улшăнса, йывăрланса пырать. Пур пулăмсемпе тан пыма тивет. Хăвăрăн вĕренекенĕрсем сире савăнтарсах тăччăр!» - терĕ Т.Казакова. ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотисене Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта вĕрентекен О.Васильева, Мăнçырмари вăтам шкулта вĕрентекен С.Николаева, Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕрентекен Н.Васильева, Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулта ĕçлекен И.Николаева илчĕç. Çавăн пекех çак кун вĕрентекенсем район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политики тата спорт управленийĕн Хисеп грамотисене те тивĕçрĕç.
Мероприяти Раççей Федерацийĕн искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, РФ Халăх артисчĕ Морис Яклашкин ертсе пыракан Чăваш патшалх симфони капеллин концерчĕпе вĕçленнĕ. Концерта вара Вăрмар районĕнчи вĕрентекенсене Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «АККОНД» акционерсен обществин генеральнăй директорĕ В.Иванов парнелерĕ. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика