АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхшăн ĕçлекене - халăх чысĕ

08 октября 2016 г.

Халăхшăн ĕçлекене - халăх чысĕ

Мĕнле пурăнать-ха  Кĕлкеш ял тăрăхĕ; Халăхшăн еплерех тăрăшаççĕ кунта?  Çак шухăшпа çитрĕм эпĕ Кĕлкеш ял тăрăхне. Çыннисем тарават, ĕçлеме ÿркенмеççĕ. Ирхине ирех унта та кунта халăх хĕвĕшет. Пĕрисем   ялти  Г.Н.Ямуков хресчен /фермер/  хуçалăхне  ĕçе васкаççĕ, теприсем Вăрмар поселокне тата ытти çĕре  кайма  автобус кĕтеççĕ. Виççĕмĕшĕсем  хăйсен кил-хуçалăхĕнчи картишĕнче чакаланаççĕ.

Ырă ĕç пĕр-пĕрне ăнланнинче

Кĕлкеш ял тăрăхне 4 ял - Кĕлкеш, Тупах, Çитмĕш, Чĕкету ялĕсем кĕреççĕ. Вĕсенче - 352 хуçалăх, килсе çÿрекенсем /дачниксем/ 182. Тăватă ялĕпе шутласан пурĕ 988 çын пурăнать. Çак çынсен пурин те хăйсен шухăш-кăмăлĕ, пурнăçĕ. Ял тăрăх администрацийĕнче ĕçлекенсем вĕсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен ял тăрăхĕнче 3842 гектар çĕр, çав шутра ялхуçалăх культурисем çитĕнтерекен çĕр лаптăкĕсем 3503 гектар, çул-йĕр 51 гектар йышăнать, нумай çул ÿсекен курăксем 84 гектар çинче, кĕтÿ çÿретмелли çаран - 787, акса-лартса туса илекенни 2681 гектар çинче вырнаçнă. Ял тăрăхĕн территорийĕнче хресчен /фермер/ хуçалăхĕ 5 йĕркеленсе тата уйрăм çын хуçалăхĕсем 2345,7 гектар çинче ĕçлеççĕ. Çав шутра «Ямуков Г.Н.» хресчен /фермер/ хуçалăхĕ тăрăшать, «Арманов В.К.» тата «Ванюков В.Н.» хресчен ?фермер/, «Туслăх» хресчен /фермер/, «Вăтам Энĕш» хресчен /фермер/ хуçалăхĕ, С.Николаев, С.Кузьмин, Э.Филиппов çĕр çинче акса-лартса туса илеççĕ. Уйрăм çынсем 346,7 гектар çĕрпе усă кураççĕ. Шел пулин те, 272,3 гектар çĕрпе усă курмаççĕ. Уйрăм çын пайĕсем 1440 гектар йышăнаççĕ. Вĕсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе ял тăрăх администрацийĕ çине тăрсах ĕçлет. Вĕсенчен 110 гектар çĕрĕн докуменчĕсене туса хатĕрленĕ, халĕ ыттисемпе те хут ĕçĕсене пурнăçлаççĕ.

Тасалăхпа тирпейлĕх - ял илемĕ

Ял тăрăх территорийĕнче шыв паракан 3 башня пур, вĕсем халăха шывпа тивĕçтереççĕ. Ял урамĕсенчи колонкăсене кашни çулах пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн юсаççĕ. Ку ĕçре ялта пурăнакансем укçа-тенкĕпе е хăйсен вăйĕпе пулăшаççĕ. Ялсенчи урамсенчи çулсене вак чулсем сарса хытарассипе те тăрăшаççĕ. Акă иртнĕ çул Çитмĕш ялĕнчи тĕп урама вак чул сарса хытарнă. Хĕллехи кунсенче çул-йĕре юртан тасатсах тăраççĕ, урамсене çутăпа тивĕçтерессине те манмаççĕ. Кашни ялтах счетчиксем лартса урамсене каçсерен çутăпа тивĕçтереççĕ. Ял тăрăхĕнче пушара хирĕç кĕрешес тĕллевпе ятарласа шыв тытмалли гидрантсем тунă. Инкек таврашĕ сиксе тухсан /ун пекки ан пултăр/ вĕсенчен шыв илме пулать.
Хальхи вăхăтра Тупах ялĕнчи икĕ урама пĕрлештерекен çырма урлă кĕпер хывма пуçăннă. Тахçан ĕлĕкхи шкул вырăнĕнче йывăç-тĕмсем ÿссе кайса кашласа ларнă. Халĕ ăна вăрман каснă пекех касса тирпейлеççĕ. Çанталăк сивĕтсе кайиччен çула тирпейлесе пĕтересшĕн тăрăшаççĕ Г.Ямуков ертсе пыракан бригадăпа ял тăрăх пуçлăхĕ, О.Кузьмин. Тĕрĕссипе каласан ку çула тума ял тăрăхĕнчи ытти ялсенчен те килсе пулăшаççĕ. Тупахри В.Ванюковпа унăн салтакран тин килнĕ ывăлĕ Сергей вара кашни кун пĕр сиктермесĕр çак ĕçре.
Ял урамĕсене тата масар территорийĕсене тасалăхра тытас тĕллевпе кашни çуркунне массăллă субботниксем ирттереççĕ.

«Иртнĕ ĕмĕр каялла килмест», -

тет Кĕлкеш ял тăрăхĕнчи чи ватă çын - Иульяна Емельяновна Власова. Вăл Çитмĕш ялĕнче пурăнать. Декабрь уйăхĕн 29-мĕшĕнче 98 çул тултарать пулсан та ăс-тăнĕ çирĕп, пичĕ çинче те пĕркеленчĕксем сахал, ал тупанĕ кăна вĕрене çулçи пек тымарланнă. Эпĕ ун килне мĕн сăлтавпа килнине пĕлсен кăштах именчĕ. «Ман çинчен çырмалли нимĕн те çук. Халĕ кантăкран кăна пăхса ларатăп вĕт, телевизр пăхатăп, хаçат вулама та юрататăп. Маларахри çулсенче кĕнеке те вулаттăмччĕ, халĕ куç кăштах ывăнасшăн», - терĕ. 1918 çулта çуралнăскер, ялти ытти çынсем пекех, выçлăхне те тÿссе ирттернĕ, вăрçă нушипе те асапланнă. Шкултан 10 класс вĕренсе тухсан тÿрех окоп чавма лекнĕ ăна. Каярахпа: «10 класс пĕтернĕ, хутла пĕлетĕн», - тесе Арапуç ялне пуçламăш класс ачисене вĕрентме яраççĕ. Унта пĕр вăхăт ĕçленĕ хыççăн Кĕлкеш шкулне çÿрекен ачасене вĕрентме тытăнать. Çав вăхăтрах ялти хутла пĕлмен çынсене те саспаллисене вĕрентет тата хушма, кăларма хăнăхтарать. Вăрçă пĕтсен, Совет Союзĕ ура çине тăма тытăнсан, аслă пĕлÿ илнĕ вĕрентекенсем килеççĕ. Ульяна аппан вара малалла вĕренме май килмен. Ялти Антон Федорович Власова качча тухса çемье çавăраççĕ. Вăл совхозра складсен заведующи пулса ĕçленĕ, Ульяна аппа ялти ытти çынсемпе пĕрле çуллахи вăхăтра йĕтем çинче, хĕлле вара тĕрлĕ ĕçсене пурнăçланă. Пурăна киле çемьере виçĕ ача - Юрий, Алевтина, Михаил - çуралаççĕ. Пурнăçра çын лайăххипе начаррине те тÿссе ирттерет. Шел пулин те, аслă ывăлĕ Юрий, салтакран таврăнсан чире пула çĕре кĕрет. Власовсемшĕн калама çук йывăр хуйхă пурнăçри савăнăçа татать. Йывăр хуйхă кăштах сирĕлме пуçланă кăначчĕ - савнă мăшăрĕ пурнăçран уйрăлса каять. Кĕçĕн ачисене Ульяна аппа пĕчченех çитĕнтерсе вĕрентсе кăларать. Унтан хĕрĕ хăйĕн ачисене тăлăха хăварать. Çапла вара Ульяна аппа мăнукĕсемпе лăпланса пурăнать. Кĕçĕн ывăлĕ, Михаил, çемйипе Шупашкарта пурăнать пулин те амăшĕ патне килсех çÿрет. Хăй командировкăра чухне амăшне пăхма тăванне шанса хăварать. Вăрăм кун-çул вăрттăнлăхне ыйтсан вăл кăштах кулса илчĕ те çапла каларĕ: «Турă çапла пилленĕ пулĕ. Иртнĕ ĕмĕр каялла килмест, çавна шута хурса çынпа вăрçма тăрăшмалла мар, сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла, пĕрехмаях ĕçлемелле. Çĕр çинчи кашни çыннах вăрăм кун-çул сунатăп»,- терĕ. 
Ватăсене хисеп туни, чыслани çамрăклăха çул уçать, теççĕ халăхра. Çамрăксем ватăсен пилĕпе йыш хушсан, ял аталанать
Ял тăрăхĕнче юлашки пилĕк çул хушшинче демографи лару-тăрăвĕ йĕркеленнĕ. 2015 çулта пурĕ 13 ача çуралнă. Ял тăрăхĕнче 245 пенсионер пурăнать, вĕсенчен вăрçă участникĕ -1, салтакăн тăлăх арăмĕсем - 7, Афган тата Чечен çĕрĕ çинчи хĕрÿ вырăнсенче пулнисем пурĕ 6 çын. Пулăшу кирлисене пĕрне те тимлĕхсĕр хăвармаççĕ.

Яла кĕрсен чĕрĕлĕх палăрать

Çурт-йĕр пулсан, ял пĕтмест тетпĕр эпир яланах. Ăна тума вара укçа-тенкĕ кирлĕ. Юлашки вăхăтра çĕршыва, республикăна, района ертсе пыракансем çурт-йĕр çавăрас текенсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿреççĕ. 2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне «Пурăнмалли çурт-йĕр» Федераллă программăпа килĕшÿллĕн çурт-йĕр çавăрма е туянма тесе 6 çемье черетре тăрать. «2014-2017 çулсенче тата 2020 çулччен ялсен территорийĕсене аталантарас» программăпа килĕшÿллĕн 2015 çулта 1 çемьене социаллă тÿлевпе тивĕçтернĕ.
Хăш-пĕр харсăр, ĕçлеме ÿркенменнисем вара хăйсен вăйĕпех ялта çурт хăпартаççĕ. Акă тĕслĕхрен, Чĕкету ялĕнчи Людмила Петровнăпа Алексей Максимович Ивановсен çемйинчи Денис, Дмитрий, Павел ачисем çав тери ĕçчен çитĕннĕ, ĕçлеме ÿркенмеççĕ, ял пуласлăхĕшĕн те тăрăшаççĕ. Вĕренме те ÿркенмен. Пурте хăйсен вырăнне тупнă. Кунта ытларах вĕсен ывăлĕ Павел çинчен сăмах пырать. Вăл хальлĕхе Çĕнĕ Шупашкар хулинче «Советник» юридици фирмин ертÿçи пулса ĕçлет, ялта вара чаплă çурт хăпартса лартнă, мунчи тата ытти хуралтăсем те çĕннисем. Хăйсем канмалли кунсенче кăна килеççĕ, халĕ ашшĕпе амăшĕ кунта тĕрмĕшеççĕ. Ачисене чунтанах пулăшас тесе тăрăшаççĕ.

Вĕренÿпе тĕнче тытăнса тăрать

Ял тăрăх территорийĕнче пĕр шкул тата ача сачĕ ĕçлеççĕ. 
2016 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен кунта 51 ача пĕлÿ пухать. Вĕсене педагогика работникĕсем 18-ăн вĕрентеççĕ. Шкулта вĕренÿ кабинечĕсемсĕр пуçне библиотека, спортзал, столовăй, информатика кабинечĕ, вĕренÿпе ĕç участокĕ пур. Кунта ачасене пĕлÿ пухма пурте çителĕклĕ. Ача садне 23 пепке çÿрет. Ачасене 1 çулталăк çурăран йышăнаççĕ. Ăшă та хăтлă çуртра вĕсене ÿссе çитĕнме условисем пур.

Культура пурăнма вăй-хăват хушать

Кĕлкеш ял тăрăхĕнче Культура учрежденийĕсемпе библиотекăсем, шкулта музей ĕçлеççĕ. Библиотека компьютер техникипе пуян, интернетпа çăмăллăнах усă курма пулать. Культура центрĕн тĕп задачи - вырăнти халăха социаллă-культурăллă ĕç-хĕле явăçтарасси, ачасемпе çамрăксен творчествăлла пултарулăхне аталантарса çĕнĕ талантсене тупса палăртасси тата ытти те. 2014 çулта Кĕлкешри Культура центрĕнче кулленхи юсав ĕçĕсене пурнăçланă. Ялсенчи ытти клубсенче те заведующисем тулли сехетпе ĕçлемеççĕ пулсан та, халичченхи çулсенчи пекех тĕрлĕрен конкурссемпе традицине кĕнĕ уявсем, концертсем пулаççĕ. 
Иртнине хисеплемесĕр, малашлăх та пулмасть. Шкулти музейра ятлă-сумлă çынсем çинчен, вăрçăра пулнисем пирки тата ытти интереслĕ япаласем çинчен тĕплĕн пĕлме пулать. Ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсем те, вăрçăра пулнă çынсен япалисем те, çутçанталăк кĕтесĕ те хисеплĕ вырăн тупнă кунта. Ялти ăста алăллă çынсем хăйсем тĕрленĕ тата ăсталанă япаласемпе те паллашма пулать.
Ял тăрăхĕнчи çамрăксем спортпа туслă. Волейбол, сĕтел çинчи теннис, мини-футбол, хоккей - çамрăксен юратнă вăййисем. Шкулти спорт залĕпе канмалли кунсенче те ачасемпе çамрăксем усă курма пултараççĕ. Ял тăрăхĕн пĕрлештернĕ команди районта иртекен ăмăртусене те тăтăшах хутшăнать, призлă вырăнсене те сахал мар çĕнсе илнĕ.

Ĕç вырăнĕсем пурри - шанчăклăх

Кунти  виçĕ ялта райпо лавккисем ĕçлеççĕ, уйрăм çынсен тавар сутмалли киосксем те пур, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем вăй илсе пыраççĕ тата ытти те. Акă, тĕслĕхрен, «Ямуков Г.Н» хресчен ?фермер/ хуçалăхĕ таврари пур ялсенчи çынсене те ĕç вырăнĕпе тивĕçтерет.

Укçа - тирпейлĕхре

Çавăнпа та ăна çирĕп тытса пыраççĕ ял тăрăхĕн специалисчĕсем. Ял тăрăхĕн бюджетне пырса кĕнипе тăкакланин кашни пусĕпе ăçта тата хăçан усă курнине шута илеççĕ. Ял тăрăхĕнчи ĕçсене республика, район бюджечĕсенчен уйăрнă укçа-тенкĕпе тата налук тата налук мар тупăшсенчен кĕнĕ укçапа тĕллевлĕн усă курса пурнăçласа пырса халăх ырлăхĕшĕн усă кураççĕ. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика