АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç опычĕпе паллаштарнă

05 октября 2016 г.

Сентябрĕн 30-мĕшĕнче Шупашкарта Наци библиотекинче  журналистикăна паянхи кунпа çыхăнтарассипе, коммерцилле мар организацисемпе çыхăнса ĕçлессине сÿтсе явассипе регионсем хушшинче конференци иртнĕ. Ăна йĕркелекенĕ Чăваш Республикинчи «Аталану» президент программине вĕренсе пĕтернисен Ассоциацийĕ.

Конференцие Мускаври, Ижевскри, Пензăри, Екатеринбургри коммерциллĕ мар организацисен руководителĕсемпе эксперчĕсем, республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен тĕп редакторĕсемпе журналисчĕсем хутшăннă. 
Мероприятие уçнă май унăн руководителĕ А.Яруткин çапла каланă: «Конференци тĕллевĕ - коммерициллĕ мар организацисене халăх хушшинче сарасси тата çак организацисене аталантарасси. Ытларах чухне пулăшу кирлĕ çын мĕнле пулăшупа усă курма май пурри çинчен пĕлмесĕрех юлать вĕт». 
Тĕрлĕ регионсенчен килнĕ представительсем хăйсен коммерциллĕ мар организацисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç, йывăрлăхран тухмалли ыйтусене сÿтсе яврĕç. Конференци шайĕнче тĕп редакторсемпе журналистсем «Районсенчи тĕп редакторсем, массăллă информаци хатĕрĕсем хушшинче прикладной компетенцисене аталантарасси, коммерциллĕ мар организацисем хушшинчи социаллă çыхăнăва лайăхлатасси» темăпа семинар-практикума хутшăнчĕç. 
Хăйсен ĕç опычĕпе, пĕлĕвĕпе «Моя округа» муниципаллă пĕрлĕхсен уçă информаци системин руководителĕ А.Долгов медиа-эксперт, «Люди People» издательство компанийĕн партнерĕ В.Змеющенко паллаштарчĕç. Районти массăллă информаци хатĕрĕсен шанăçлăх рейтингĕ пысăк. 
Интернет аталаннă май район хаçачĕ вăтам тата аслă ÿсĕмри çынсемшĕн кăна мар, сайтра активлă вулакан çамрăксемшĕн те авторитет пулса тăрать. А.Долгов издани сайчĕ тата «Яндекс. Новости» сервер урлă реклама паракан çĕнĕ клиентсене илĕртесси çинчен, редакцисен коммерцилле мар организацисемпе çыхăнса ĕçлемелли майсем çинчен каласа панă. 
«Редакци пур япалана та ăнланса пĕтереймест, тĕслĕхрен, экологипе е çул çитмен ачасен прависене хÿтĕлессипе çыхăннă ыйтусене. Коммерциллĕ мар организаци специалисчĕ вара редакцишĕн тÿлевсĕр эксперт вырăнĕнче пулĕ, вулакансене ку е вăл ыйтăва çутатса пама пултарĕ», - тенĕ медиа-эксперт.
Конференци вăхăтĕнче Пенза облаçĕнчен килнĕ специалистсем презентаци урлă хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Вĕсем инвалид коляскипе çÿрекен çамрăксене ĕçе хăнăхтараççĕ. Тĕрĕс-тĕкел çынсемпе тан сусăрсем «Типографире» вăй хураççĕ. Çапла инвалидсем ахаль лармаççĕ, обществăна кирлĕ çынсем пулма тăрăшаççĕ. Паллах, ку ĕç йывăрлăхсемсĕр иртмест.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика