05 октября 2016 г.

Сентябрь уйăхĕн иртнĕ кунĕсенче 2012-2017 çулсенче ачасен хăтлăхĕшĕн Нацин стратегилле пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртсе пырас тĕлĕшпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев ертсе пынипе Координаци канашĕн ларăвĕ иртнĕ.
Ларăва Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов та хутшăннă. Александр Иванович 2012-2017 çулсенче пирĕн районта ачасен хăтлăхĕшĕн Нацин стратегилле пуçарăвĕсене пурнăçлас енĕпе тулли информаци панă. Кунпа пĕрлех вăл вĕрентÿ организацийĕсенче пурлăхпа техника базине лайăхлатса пыни çинчен каланă. 2014-2016 çулсенче районти пилĕк шкулта спорт залсене тата ун çумĕнчи хывăнса тумланмалли, çăвăнмалли пÿлĕмсене тĕпренех юсанине, вĕсенче спорт оборудованине вырнаçтарнине асăннă. Вăрмар поселокĕнчи пиллĕкмĕш номерлĕ «Родничок» ача-пăча садĕнче «пĕчĕк автохулара» ачасене çул-йĕр хăрушсăрлăхне хăнăхтарса пымашкăн тĕрлĕ оборудовани вырнаçтарса лартнине, Кавал тата Тикаш шкулĕсенче санитарипе техника узелĕсене вырнаçтарассипе çыхăннă юсав ĕçĕсене пурнăçланине, 2016 çулта ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнă ачасем çемье ăшшине туйма пултарнине пĕлтернĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Райадминистраци сайтeнчен.